БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах учителĕм çинчен

31 марта 2010 г.

Шкул çулĕсем... Кашни çыннăн пурнăçĕнчи чи асамлă вăхăтсем. Хамăр ăc-тăн пухнă вăхăт кăна мар, чăн-чăн этем пулма вĕрентнĕ питĕ хаклă çыннăмăрсемпе юнашар пулнă тапхăр та.

Эпĕ унăн вĕренекенĕ пулнишĕн питĕ савăнатăп.

Талантлă вĕрентекенсем, ман шутпа, нумай мар. Кирек епле ĕçре те пултарулăх сайра пулăм. Анчах та çавăн пек вĕрентекенсем Мăн Этмен шкулĕнче чылай.

Ку вăл шкулшăн та, вĕренекенсемшĕн те питĕ пысăк телей тесе шутлатăп. Хăшĕ-пĕрисем паянхи кун та ачасене пĕлÿ пухма пулăшаççĕ, хăшĕсем... Тăприсем мамăк пулччăр вĕсен!

Пиллĕкмĕш класра (1969 çулта) манăн санаторинче вĕренме тÿр килчĕ. Атте чирленине пула анне шăллăмпа иксĕмĕре унта ячĕ. Çемьере питĕ савăнчĕç, анчах эпĕ кÿрентĕм, мĕншĕн тесен юратнă учительсенчен уйрăлас килместчĕ.

Каникулта яла таврăнсан малтанхи кунсенчех шкула кайрăм. Юлташсем мана класа чĕнчĕç. Шăнкăрав урока чĕнчĕ те класа çамрăках мар, вăтам пÿллĕ, пăхма кăмăллă вĕрентекен кĕчĕ. Вырăс литература урокĕ пуçланчĕ. Ас тăватăп: А.Гайдарăн "Вĕри чул" калавне тишкеретчĕç. Вĕренекенсем мĕн каланине нимĕн те ас тумастăп, анчах та паян та вĕрентекен каланă сăмахсем ăшăмра: "Пурнăç урапи вăл тĕрлĕ çулпа чупать. Этем те пĕрре пурăнать. Çав урапа кашни çыншăн хăй майлă кусать". Çак сăмахсем çирĕппĕн те асамлăн янраса манăн чуна пырса тиврĕç, манăн кăмăла çĕклерĕç, чăн-чăн вĕрентекенĕн сăмахĕсене ăшра тытма хистерĕç. Ку вăл Василий Никифорович Горшков пулчĕ. Районта ăна пĕлмен çын çук-тăр.

Унăн вĕренекенĕ пулнишĕн эпĕ хама икĕ хут ытларах телейлĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен В.Горшков пире вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ кăна мар, класс ертÿçи те пулнă. Паянхи кун та вăл ман пурнăçа çăлтăр пек çутатса пырать. Çынна хисеплеме, илеме курма вĕрентнисĕр пуçне Василий Никифорович чĕлхе вăрттăнлăхне туйма, вĕрентекен ĕçне юратма пулăшрĕ.

Шкул çулĕсем чылай инçете юлнă пулин те, эпĕ юратнă вĕрентекенĕн ырă куллипе çирĕп сăмахне манаймастăп, çавăнпа паянхи кун: "Манăн чăн-чăн Вĕрентекен", – тесе калама пултаратăп.

В.Н.Горшков 1916 çулта Карăкçырми ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Етĕрне хулинчи педтехникумра диплом илнĕ хыççăн Хватукассинчи шкулта ачасене ăс панă. Асаплă кунсем пуçлансан ватă ашшĕ-амăшне, арăмĕпе икĕ çулхи ачине хăварса Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме вăрçа тухса каять. Тухса каяс умĕн кÿршĕ хĕрарăмĕ Феодора Николаевна Сендеркина хăй çыхнă алсиша парса: "Ваççа! Турă çăлса çÿретĕр. Çак алсиш сана киле тĕрĕс-тĕкел таврăнма пулăштăр", – тенине аса илетчĕ ман вĕрентекенĕм.

– 1943 çулта Ворошиловград облаçĕнче тыткăна лекрĕм. Çав вăхăт ман пурнăçри чи асаплă вăхăт, – малалла каласа паратчĕ ветеран. – Эпир пурнăçпа вилĕм хушшинче пурăннине нихăçан та никам та çĕр çинче ан куртăрччĕ. Тискер чунлă çынсем пурне те питĕ хытă хĕнетчĕç: ун пек утмарăн, тĕрĕс мар пăхрăн тата совет çынни пулнишĕн те. Унтан пире Лисичанск хулине лагере илсе кайрĕç. Кунта эпĕ хам ентеше Прокопий Шивирева тĕл пултăм. Йĕри-тавра йĕплĕ пралук карнă лагерьте виçĕ кун выçă пурăннă хыççăн тăваттăмĕш кунне пĕçермен çĕр улмие пачĕç те çырмана выльăхсене шăварма илсе кайнă пек хăваласа антарчĕç.

Пурнăçпа вилĕм хушшинче çамрăк салтак тăватă уйăх пурăннă. Кун пек йывăрлăха çирĕп чунлă çын кăна чăтса ирттерме пултарнă.

– Пĕррехинче тарма тÿр килчĕ. Эпĕ вакун чÿречинчен сикнĕ чух сулахай алла амантрăм. Сикнĕ чух çăвара юр кĕрсе кайрĕ те питĕ тутлăн туйăнчĕ. Эпĕ пĕрремĕш хут йĕрсе ятăм. Пăхатăп та - ман юлташа снаряд ванчăкĕ икĕ пая пайланă... Кунта та мана Турă çăлса хăварчĕ.

1945 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Василий Никифорович Горшков киле таврăннă.Çамрăк вĕрентекен 43 çул хушши шкулта юрату, савăнăç, телей урокĕсем ирттернĕ. Асăмра вăл яланах пăхма кăмăллă, галифепе, сăран атăпа, тимлĕ, çепĕç калаçу, ырă сас. Пире яланах "Эсир" тесе чĕнетчĕ. Класа кĕнĕ чух яланах ырă кулă, аллинче класс журналĕччĕ. Кашни ачана хăй ачине юратнă пек юрататчĕ. Пирĕн чунсенче ырлăх хĕлхемне чĕртме, вырăс чĕлхин вăрттăнлăхне туйма кăна мар, пурнăç, çут çанталăк илемĕсене курма, пиртен ырă çын тума тăрăшатчĕ.

Ăна чăн-чăн Учитель тесе калас килет, мĕншĕн тесен маншăн унăн кашни сăмахĕ, кашни хусканăвĕ хаклăччĕ. Халĕ эпĕ хам ĕçре те унăн вĕрентÿ меслечĕсемпе усă курнă май, ăнланатăп: çăмăл мар ĕç! Анчах та мана учителĕм пулăшса пырать: ачасене юратмалла – унсăр чăн-чăн вĕрентекен пулаймастăн.

Тавтапуç сана, ман юратнă Учителĕм, ачасене юратма вĕрентнĕшĕн. Мана пурте: "Ольга Николаевна, Эсир чăн-чăн Вĕрентекен" , – теççĕ. Эпĕ: "Ман пурнăçра чăн-чăн учитель пулнă",– тесе калатăп.

Тавтапуç, учитель ĕçне юратма вĕрентнĕшĕн! Кашни ир шкул алăкне уçатăп та ачасен шавне итлетĕп. Ман ача чухнехи шкул пурнăçĕ Сирĕнпе пĕр сукмакпа утнишĕн савăнатăп, хама телейлĕ çын тесе шутлатăп.

Вăхăт хăвăрт шурĕ, туйăмсем лăпланчĕç, аса-илÿ юлчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика