БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн ĕçне чунпа парăннă

31 марта 2010 г.

Татьяна Васильевна Горбунова Мăн Этмен шкулĕнче аслă вожатăй пулса тăрăшать тата тăван ен культурипе ачасене ăс парать. Ку шкулта 1987-мĕш çултанпа вăй хурать. Талантлă, пысăк эрудициллĕ, хăйĕн ĕçне чунтан юратаканскер, вĕренекенсене тăван енĕн хитрелĕхне туйма хăнăхтарать. Вăл ирттерекен уроксем тарăн шухăшлă, яланах интереслĕ. Йывăр вăхăтра кирлĕ сăмах тупма пултарнишĕн, хăйсене хисепленишĕн вĕренекенсем те ăна юратаççĕ. Ансатлăх, ырă кăмăллăх тата сăпайлăх – çаксем педагогăн ачасемпе хутшăннă чухне тĕп никĕс пулса тăраççĕ.

Хăйĕн ĕçĕнче вăл тÿрĕ кăмăлпа 20 çул ытла ĕнтĕ ĕçлет. Çак вăхăт хушшинче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, чылай уçă уроксем панă. Сăмахран, вăл кăтартнă «Чăваш тĕрри», «Нимене», «Сурхури», «Çăварни» уçă уроксем ачасен тата ытти вĕрентекенсен асĕнче чылайлăхах асра юлнă. Ачасен вăйĕпе учитель тăван ялăн историйĕпе çыхăннă материалсене пухас ĕçе йĕркелесе пырать. Унсăр пуçне хĕр ачасене чăваш тумĕсене, чÿрече каррисене тĕрлеме хăнăхтарать.

Шкулта аслă вожатăй тивĕçне пурнăçланă май, Т.Горбунова хăйĕн умне тĕллев лартнă: ачасене пĕр чăмăра пĕрлештерсе вĕсене интереслĕ, усăллă ĕçсене хутшăнтарасси. Акă, вăл ертсе пынипе шкулти тантăшсен Канашĕ йĕркеленнĕ. Çавна май шкул ачисем хăйсене тытасси аванланнă. Пысăк опытлă педагог ертсе пынипе Е.Полозина вĕренекен 2007 çулта "Ачалăх адресĕ – Раççей" республика конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă, Н.Аксакова вара "Вирьял шевлисем" конкурса хутшăнса хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Унăн вĕренекенĕсем ытти конкурссене те активлă хутшăнаççĕ.

Кăçал, акă, мартăн 17-мĕшĕнче "Эткер" автономи учрежденийĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсен музейĕсен "Ĕмĕр манми вăрçăн ас тăвăмĕ" фестивалĕн куçăмсăр тапхăрĕ иртнĕ. Унта шăпах Татьяна Васильевна ертсе пыракан вĕренекенсен ушкăнĕ – куçăмлă тапхăрăн çĕнтерÿçисем – хастарлăхпа палăрнă. 5 ачаран тăракан ушкăн 1,5 сехет хушшинче хăйсен ăсталăхне кăтартнă, район чысне хÿтĕлесе лауреатсен ятне тивĕçнĕ.

Татьяна Васильевна вĕрентекен ачасем ытти конкурссене татах та хутшăнса хăйсен сассисене палăртасса шансах тăратăп. Мĕншĕн тесен вĕсен камран тĕслĕх илмелли, вĕренмелли шанчăклă çын юнашарах пур.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика