БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чир-чĕре сарăлма памастпăр»

24 марта 2010 г.

– Районта ерекен тата анлă сарăлнă чирсене пĕтерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçлатăр?

– Хальхи вăхăтра Çĕн Ирчемеспе Шулю ялĕсенче уртаракан чир пуррине тупса палăртрăмăр. Чире тилĕсем пуçарса янă. Ку тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăннă ĕнтĕ. Ялсенче икĕ уйăхлăх карантин тесе палăртнă. Чирлĕ тилĕсене тытнă. Асăннă ялсенчи мĕн пур выльăха вакцинациленĕ. Анчах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çуркунне, ак, çитрĕ. Унпа пĕрлех чир-чĕр сарăлма пуçлать. Уйрăмах выльăх çăвисем хумхантараççĕ. Çурхи шыв-шурпа унти тасамарлăх аякка юхса тухса чир сарма пултарать. Çавăнпа ял тăрăхĕсенче çакăн пек вырăнсене, çăва йĕри-тавра тытнă картасене юсаса тăмалла. Граждансен те вилнĕ чĕр чунсене май килнĕ пек çĕре чавса пытарма юрамасть. Çакăн пек ĕçсене ветстанци урлă тумалла.

– Апла пулсан, ялсенче профилактика ĕçне вăйлатмалла?

– Тĕрĕс. Выльăхсем те чирлеççĕ. Çынсен харпăр хăй тытакан выльăхсене ветврачсене тĕрĕслеттерсех тăмалла. Чире вăхăтра тупса палăртмалла, сиплемелле. Инфекци пур пулсан, унпа çине тăрса кĕрешмелле. Тĕрĕслев хыççăн эпир справка паратпăр. Пĕтĕмпех лайăх пулсан кил хуçи хăйĕн продукцине пĕр хăрамасăрах сутма та, çиме те пултарать. Уйрăмах лейкозпа бруцеллез инфекцийĕсем пирки каласа хăварас килет. Асăннă чирсем этем сывлăхне хавшатаççĕ. Çавăнпа чирлĕ ĕнен сĕтне çимелле мар. Вĕсене сывă ĕнесен кĕтĕвне те яма юрамасть. Тепĕр çитменлĕх çинчен каламалла: хăшĕсем вара ветстанцинчен справка илмесĕрех ĕне-выльăх сутма пăхаççĕ. Вĕсем хушшинче чирлĕ ĕнесем пулма пултараççĕ. Çавăнпа тимлĕ пулмалла.

Эпир профилактика мероприятийĕсенче ытти чылай ерекен чир-чĕр çинчен каласа ăнлантаратпăр. Акă, лептоспирозпа выльăх-чĕрлĕх сывă пăру е çура тăваймасть. Колибактериоз, сальмонеллез тата кукша чирĕсем те чĕр чунсен сывлăхне пĕтереççĕ. Сывă мар выльăх вара лайăх продукци параймастех. Апат рационĕ япăх пулни те выльăхшăн сиенлĕ. Çавăнпа çак отрасльре ветеринари сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Тĕслĕхрен, иртнĕ çулта обществăлла выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре технологие пăхăнманшăн, ветсанитари правилисене пăснăшăн виçĕ хуçалăх ертÿçине административлă явап тыттарнă. Ял çыннисем те чылайăшĕ йĕркене пăснă, вĕсене те айăпланă.

– Ертÿçĕн укçа-тенкĕ ыйтăвне те татса памалла-çке?

– Йывăрлăхсемсĕр мар паллах. Ветеринари службинче палăртнисене пурнăçлама пĕлтĕр 536 пин тенкĕ ытларах укçа тăкакланă. Вĕсемпе эпир эмелсем, кирлĕ препаратсем туяннă, хуçалăхсемпе ял çыннисене тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра 70 пин тенкĕлĕх препаратсем хатĕрлерĕмĕр. Халăхран заявкăсем те йышăнатпăр.

– Ял çыннисене килти выльăха пĕтĕлентересси хумхантарать. Ку енĕпе районта мĕнле майсем пур?

– Ялсенче пурăнакансем Атнарта, Мишеркассинче, Хĕрлĕ Чутайра уçнă ĕнесене пĕтĕлентермелли пунктсене ыйтупа тухма пултараççĕ. Паллах, ку – тÿлевлĕ. Пĕрре пĕтĕлентерме 500 тенкĕ тÿлемелле. Пĕрремĕшпех ĕç ăнмасан, икĕ хутчен пĕтĕлентернĕшĕн вăрлăхăн хакне 70 процент таран патшалăх субсидилесе пулăшать. Ял фермисенчи осеменаторсем те çынсен ĕнисене пĕтĕлентерсе пулăшаççĕ.

– Юлашкинчен ял çыннисене мĕн каланă пулăттăр...

– Ял çыннисене çапла сĕнес килет. Ветеринари ĕçченĕсем ялсенче профилактика ĕçĕсене ирттернĕ чухне мероприятисене активлă хутшăнмалла, выльăх-чĕрлĕхе диагностика тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла, прививкăсем тутармалла. Чир-чĕре маларах тупса палăртсан ăна сиплеме çăмăлрах пулĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика