БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен çыхăнуллă пуплевне пуянлатасси

21 октября 2009 г.

Виçĕ-тăватă çулхи ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси – кашни воспитателĕн тĕп тĕллевĕ. Çавна май шкул çулне çитмен пепкесемпе çак тĕллевпе куллен ĕçлеме тăрăшатпăр. Акă, пуплеве аталантарма эпир ачасемпе интереслĕ вăйă шутласа тупрăмăр. Çак вăйă ыттисемшĕн те усăллă пулĕ.

Ачасене пĕр-пĕр калав, хайлав е юмах шутласа тупма ыйтрăм. Шăпăрлансем нумай шутласа лармарĕç, пĕр-пĕрне пÿле-пÿлех каласа пама пуçларĕç. Вĕсем хăйсемпе мĕн-мĕн пулса иртни пирки пĕлтерчĕç. Çанталăк пулăмĕсем çинчен аллисемпе, мимикăпа туса кăтартса каласа пачĕç. Е тата пĕр-пĕр япала çине пăхса ун пирки юмах калăпларĕç. Урамра, пахчара, вăрманта, кил картишĕнче пулса иртнисем пирки те ачасем хавхаланса каласа пачĕç, сценкăсем лартма та пултарчĕç. Ачасем шутласа кăларнă калавсем тăрăх сценкăсем лартма амăшĕсем тумтир çĕлесе панине асăнмалла. Халĕ çамрăк артистсем вĕсемпе час-часах усă кураççĕ.

Калавсем, хайлавсем тăрăх ачасем ÿкерчĕксем те хатĕрлерĕç. Тата интересли – пепкесем сăвăсем калăплани. Виçĕ-тăватă çулхи ачасем сăвă йĕркисене рифмăлани – пысăк çитĕнÿ.

Çакăн пек вăйăсем ачасен ăс-тăн пултарулăхне ÿстереççĕ, шухăшлава аталантараççĕ, ăнланулăха, тавçăрулăха, çыхăнуллă пуплеве пуянлатаççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика