БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн Этмен тăрăхĕнче юсав ĕçĕсем пуçланчĕç

14 октября 2009 г.

Нумаях пулмасть, октябрĕн 7-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ республика бюджетĕнчен районсене 2009 çулта социаллă культура сферăри объектсене тĕпрен юсаса çĕнетме субсиди уйăрса памалли çинчен хушу кăларнă. Министрсен Кабинечĕн 329 " хушăвĕпе килĕшÿллĕн çитес вăхăтра района пурĕ 3 миллион та 210 пин ытла укçа-тенкĕ çитмелле. Район пуçлăхĕ А.И.Криков тунти кунсерен ирттерекен планеркăра ку укçа-тенкĕне пĕтĕмпех Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи социаллă культура сферинчи объектсене юсаса çĕнетме хывассине пĕлтерчĕ. Александр Иванович 3 миллион та 210 пин ытла тенкĕрен 1 миллион та 87 пин тенкине асăннă ял тăрăхĕнчи вĕрентÿ отрасльне, 515 пин тенкине культурăна, 1 миллион та 607 пин тенкине медицинăна ярассине каларĕ. Çитес вăхăтра Мăн Этмен шкулĕн, Культура çурчĕн çи виттийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетĕç, фельдшер пунктĕнче те строительство ĕçĕсем пырĕç. Çавăн пекех район пуçлăхĕ каланă тăрăх, Уйпуç ялĕнче автомобиль çулĕсене юсас тĕлĕшпе 5 миллионлăх ĕç тăвĕç. Унсăр пуçне, асăннă укçа-тенкĕ çумне тата унăн виçин 25 процентне медицинăпа вĕрентÿ отраслĕ валли район бюджетĕнчен, культура валли ял тăрăхĕн бюджетĕнчен хывĕç.

Мĕншĕн ку укçа-тенкĕне этменсене уйăрса параççĕ-ха? Мĕншĕн тесен ку енĕпе ирттернĕ конкурсра вĕсем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика