БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинчи тивĕç – çынна пулăшасси

10 октября 2009 г.

Ача чухне кам кăна пулма ĕмĕтленместĕн-ши? Повар та, милиционер та, космонавт та... Акă, хăшĕ-пĕрисем алла диплом илсенех юратнă ĕçре вăй хураççĕ, теприсем чуна тивĕçтермен ĕçех кунсерен утаççĕ.

Турхан ялĕнче ачалăхне ирттернĕ Светлана Николаевна Тарасова (Кочеганова) чун туртнипе суйласа илнĕ ĕçре – фельдшер пулса – тăрăшать. С.Тарасова мĕн пĕчĕкрен медицина сестри пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та ăна шăпа Кострома хулине илсе çитерет. Унти техникумра бухгалтера вĕренет. Вĕренсе тухнă хыççăн çулталăк хушши Свердловск хулинче çак специальноçпа тимлет. Çапах та шут ĕçĕ унăн кăмăлне каймасть, цифрăсемпе ĕçлеме питĕ кичем-çке. Ача чухнехи ĕмĕчĕ пĕрмаях аса килнĕ. Çынсене чир-чĕртен сыватас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес килнĕ. Вара Светлана Николаевна пĕр шутламасăр Красноуфимск хулинчи медицина училищине вĕренме кĕрет. Тин çеç чĕри лăштах пулать унăн. Медицина училищине аван вĕçлет вăл, унтан тăван тăрăха таврăнать. Часах хĕр Уйпуç ялĕн каччипе паллашать, вĕсем пĕр çемье чăмăртаççĕ.

Светлана Николаевнан ĕç стажĕ Хĕрлĕ Чутай больницинчен çырăнма тытăнать. Унтан вăл Атнарта, каярахпа Çĕн Ирчемес ялĕнче фельдшерта тимлет. Паянхи кун вăл Çĕн Ирчемеспе Уйпуç ялĕнчи çынсен сывлăхне çирĕплетсе тăрать. Чирлĕ çынсене ĕçпе çеç мар, çепĕç сăмахпа та пулин йăпатса илет. Çынна ырă тăвас, пулăшас туйăм унăн ачаранах аталаннă. Халĕ те вăл: çĕрле-и, каçпа-и, ирхи шуçăмпа-и – пур ĕçе те пăрахса чирлĕ çын патне васкать. Çемье, ачасем унăн яланах иккĕмĕш вырăнта. Пĕрремĕш вара – ĕç. Ялан çынна пулăшмалли, сыватмалли. Урăхла пулма та пултараймасть. Çынни çавăн пек вăл, Светлана Николаевна. Чунĕпе суйласа илнĕ ĕçĕ те çынна пулăшма ыйтать. Çĕр çине çак черчен хĕрарăм çынсене пулăшма килнĕ тесе калас килет. Мĕншĕн тесен чунĕпе юратать вăл çак ĕçе.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика