БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтав сире, вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

07 октября 2009 г.

Районти шкулсенче тăрăшакан педагогсем пысăк пĕлÿллĕ, культурăллă, сывлăхлă, професси тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайри çынсене хатĕрлессипе ырми-канми тăрăшаççĕ. XXI ĕмĕрĕн çĕнĕ çыннисене ÿстерес тесе тĕллевлĕ программăсемпе ĕçлеççĕ, уроксенче информаципе коммуникаци технологийĕсемпе анлă усă кураççĕ. Ĕç çине творчествăлла пăхакан, малашлăха ăнтăлакан учительсем вара районта сахал мар. Акă, Учитель кунĕнче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекене – Валентина Андреевна Кудряшована РФ Президенчĕн 100 пин тенкĕпе танлашакан грантне çĕнсе илнĕ ятпа саламларĕç, «Раççей Федерацийĕн чи лайăх учительсен конкурсĕн çĕнтерÿçи» Хисеп грамотипе чысларĕç. Çавăн пекех вĕрентÿ тытăмĕнчи палăрнă ĕçсемшĕн, ачасене пахалăхлă пĕлÿ панăшăн Э.В. Романова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), А.В.Дерстуганована (Çĕн Атикасси), Н.Г.Гусельщикована («Пилеш» ача сачĕ) «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятпа саламларĕç. Александр Иванович учительсене профессиллĕ уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн пурне те тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.

Палăртмалла, уява РФ Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне маларах çĕнсе илнĕ учительсем те хутшăнчĕç. Мăн Этменти Николай Ивановичпа Зинаида Григорьевна Полозинсем районта грант çĕнсе илнисен йышĕ çултан-çул ÿссе пынишĕн, учительсем хăйсен ырă ĕçĕсемпе хисепе тивĕçнишĕн хĕпĕртенине каларĕç.

Çапла, учитель ĕçĕ йывăр та пархатарлă. Апла пулин те педагогсем професси ăсталăхне ÿстерсе пыраççĕ, инновацилле ĕçлесе вĕрентÿре ÿсĕмсем тăваççĕ, ачасене хальхи çăмăл мар пурнăçра хăйсем тĕллĕн шухăшлама, тÿсĕмлĕ пулма хăнăхтараççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика