БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Этем ретĕнчен тухас марччĕ

12 сентября 2009 г.

Профилактика ĕçĕсен усси пысăк пулнине райадминистраци ĕçченĕсем лайăх ăнланаççĕ. Çавна май уйăхсерен район территорийĕнче Профилактика кунне йĕркелеме пăхса хунă. Ку уйăхра вăл виçĕм кун иртрĕ. Райадминистраци ĕçченĕсемпе тĕрлĕ предприяти тата организаци ертÿçисем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитрĕç.

Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А. П.Самылкин ертсе пыракан ушкăн Мăн Этмен ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Н.Сергеева сĕннипе Пĕчĕк Этмен ялĕнчи ĕçкĕç çемьесене çитсе курчĕ. Калас пулать, ял тăрăхĕнче пурĕ 5 йĕркесĕр çемье шутланать, вĕсенче 6 ача нушаланса ÿсет. Чи малтанах Т.И.Осипова патне кĕнине асăнмалла. Анчах та кил хуçи çуллахи вăхăтра пурăнмалли пĕчĕк çуртăн алăкне уçмарĕ. 1967 çулта çуралнă хĕрарăм мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн пĕчченех пурăнать иккен. Пĕр ачи çичĕ çулта чухне сарăмсăр çут тĕнчерен уйрăлнă, тепĕр пепки енĕпе хĕрарăма амăшĕн прависĕр хăварнă. Çак ахальтен пулман, паллах, сăлтавĕсем тупăннă. Кÿршĕре пурăнакансене Т.И.Осипова ют çĕршыв çыннисене кил хушшинче выльăх пустарни, ăш-чиккисене пуçтарманнипе таврара ырă мар шăршă тăни пăшăрхантарать имĕш. Хамăр та кĕрсе куртăмăр, чăн та, кил хушшинче выльăх ăш-чиккисем, урисем йăванса выртаççĕ. Пÿрт кĕтессинчи кантăк кĕленчесен пĕчĕкех мар купи вара кил хуçи эрехпе туслине çирĕплетсе пачĕ. Палăртмалла, каялла ялпа утнă чухне Т.И.Осипова кил хушшинче çÿренине асăрхарăмăр, вăл пластик кĕленчесене, çÿп-çапа çунтаратчĕ. Выльăх пустарнишĕн штраф тÿлеттерессине пĕлтерсен вăл тĕлĕнмерĕ, кун пирки пĕлнине каларĕ. Анчах та укçа чул кастарать тенине ахальтен каламан çав.

Унтан инçех мар пурăнакан Сетровсен çемйине çул тытрăмăр. Кил хуçисем çуттине тутанма юратаççĕ терĕç. Хальхинче вĕсем ÿсĕр марччĕ-ха, çĕр улми кăларатчĕç. Çемье пуçлăхĕ 1960-мĕш çулта çуралнă, маларах 18 çул трактористра ĕçленĕ, халĕ ниçта та ĕçлемест, тупăш илме аякка кайса килет. Ку çемьере виçĕ хĕр кун çути курнă. Аслин пепки те пур ĕнтĕ, иккĕмĕш хĕрĕ вĕренме кĕнĕ. Кĕçĕнни вара шкула çÿремест. Аслисем пĕлтернĕ тăрăх вăл Вăрнарта каçхи шкулта ăс пухать. Анчах та хĕр эпир пынă чухне килтеччĕ, вăл медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килтĕм тесе çирĕплетрĕ. Çакна ĕненес те килчĕ, ĕненес те килмерĕ. Чăнах та вăл Вăрнарта вĕренет пулсан, унăн шкула справка тăратма тивĕ, енчен те çук пулсан шкулах ăс пухма çÿремелле. Çакна та каламалла, кил хуçи хĕрарăмĕ влаç çыннисемпе сиввĕн калаçни халĕ те асрах-ха. Çемьере килĕшÿлĕх, лăпкă лару-тăру çукки, пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçманни те сисĕнчĕ. Сетровсен пĕчĕк мăнукĕ мĕн курса ÿсĕ-ши; Çакă хытах шухăшлаттарать. Вăл ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕринпе юратса, ăнланса пурăннине туйса ÿссен тем пекехчĕ.

Район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Татьяна Шереметьева ертсе пыракан ушкăн Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Романов, унăн çумĕ Олег Максимов, специалист-эксперчĕ Леонид Аргандейкин, шалти ĕçсен пайĕн участок уполномоченнăйĕсен ертÿçи Олег Чубайкин хутшăннипе милицирен ярса панă хăш-пĕр ĕçсене, ял тăрăхĕн администрацине килнĕ çырусене тишкерсе тухрăмăр.

Юлашки вăхăтра ял çыннисенчен хăшĕ-пĕри пĕр-пĕрне хисеплеме пăрахни сисĕнет. Акă, чи малтанах Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ урамĕнче пурăнакан Олег Савельева профилактика ларăвне чĕнсе кĕртрĕç. Вăл Ольга Юманкинана суран кÿнĕ. Иккĕшĕ те эрех ĕçнĕ пулнă. Çакăншăн ăна район сучĕ 6 уйăхлăх условнăй майпа айăпланă.

– Маншăн ку урок пулчĕ, – хăйĕн айăпне пытармарĕ арçын. – Чăннипе, Юманкина мана малтан çапрĕ. Эпĕ тĕксе ярсан вăл ÿкрĕ те аллине суранлатрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика