БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçтахсене пула инкек тÿсетпĕр

09 сентября 2009 г.

Юлашки вăхăтра район территорийĕнче çул-йĕр аварийĕсен хисепĕ нумайланнине шута илсе район пуçлăхĕ А.И.Криков виçĕм кун шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсемпе, милицин участок уполномоченнăйĕсемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

Чи малтанах ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Ю.Г.Ербулаткин сăмах илчĕ. Вăл сакăр уйăх пĕтĕмлетĕвĕсене туллин тишкерчĕ. Кăтартусенче правилăсене пăхăнман водительсене тата çуран çÿрекенсене явап тыттарасси, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ÿсни палăрчĕ. Анчах та ачасем çул çинче аманасси ÿсни те куç кĕрет. Çакă пурне те пăшăрхантарать. Кунсăр пуçне Юрий Григорьевич техника паркĕнчи икĕ машининчен пĕри усă курма юрăхсăррине, çавна пула ĕçре йывăрлăхсем пуррине палăртрĕ. Унтан Ю.Г.Ербулаткин район территорийĕнче талăкĕпех ĕçлекен 10 лавкка пурри каçхи вăхăтра водительсене эрех сыпма май панине пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен, Мăн Этменти "Уют" лавкка тата райцентрти "Сирень" кафе умĕнче тăтăшах теçеткешер машин тăнине курма пулать. Ыттисенче те çак ÿкерчĕкех. Паллах, водительсем лавккасенчен йĕркеллех е ÿсĕр тухнине ГИБДД сотрудникĕсем сыхласа çитереймеççĕ, ун пек чухне кашни çĕре çитме машини те, сотрудникĕсем те, бензинĕ те ытларах кирлĕ. Çавăн пекех Юрий Григорьевич çул-йĕр палли пур çĕртех почта уйрăмĕ еннелле пăрăнакан çулпа кĕрсе кайнă 25 водителе, çуран утакансем каçмалли ятарлă вырăн патĕнче çынсене ирттерсе яман 19 çынна явап тыттарнине палăртрĕ.

Район пуçлăхĕн çумĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен районти комисси председателĕ И.Л.Хораськин асăннă комиссин ĕçĕ-хĕлĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Вăл профилактика, çавăн пекех саккуна сĕмсĕррĕн пăсакансемпе кĕрешес ĕçсене ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле участок уполномоченнăйĕсен те пурнăçламаллине, çакă вĕсен тивĕçĕ шутланнине çирĕплетрĕ.

Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева вара водительсен культура шайĕ пĕчĕккине, вĕсем пĕлнĕ çĕртех ÿсĕрле руль умне ларнине, пуçтахсене пула çул çинче чылай инкек пулнине пăшăрханса каларĕ. Татьяна Николаевна водительсен воспитанийĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ, малашне РОСТО Канашĕн ĕçченĕсен водительсене хатĕрлес ĕç епле пыни пирки докладне итлемелле терĕ. Çавăн пекех Т.Н.Шереметьева видеофиксатор туянма май тупса ăна Çĕнтерÿ площадĕнче вырнаçтарма, эрнере пĕрре те пулин ГИБДД инспекторĕн райцентрти дежурствине йĕркелеме сĕнÿ пачĕ. Çакăн хыççăн кăна граждансем правилăсене, саккуна пăхăнма хăнăхса пырасса шанма пулать терĕ вăл. Кунсăр пуçне Татьяна Николаевна участок уполномоченнăйĕсен те ку енĕпе пысăк тимлĕх уйăрмаллине, малашне планеркăсенче ял тăрăхĕсенче миçе ÿсĕр çынна тытса чарнине пĕлтерсе тăма ыйтрĕ.

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх енĕпе калаçакансем татах та пулчĕç, пурте профилактика енĕпе ытларах ĕçлеме, ку ĕçе участковăйсене активлăрах явăçтарма сĕнчĕç. Канашлăва А.И.Криков пĕтĕмлетрĕ. Малашне яваплăха туйман, чăрсăр водительсенчен çирĕпрех ыйтмалла терĕ, мĕншĕн тесен вĕсен айăпĕпе ытларах чухне инкексем пулаççĕ, çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Кунта ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхĕ пирки те асăнса хăвармалла. Вĕсем пепкисене тимлĕхре тытманнине, пĕчĕккисем аслисемсĕрех çул хĕрринче вылянине пула кăçал ачасем аманчĕç. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн те ку ыйту тавра тĕплĕн шухăшламалла, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла. Пĕтĕмĕшле каласан, профилактикăн пур субъекчĕн те çак пĕлтерĕшлĕ ыйтупа пĕрле ĕçлесе пымалла.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика