БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенĕмĕрсен пурнăçĕнчи вырăс чĕлхин вырăнĕ

12 августа 2009 г.

Мăн Этмен, Пĕчĕк Этмен, Шĕмшеш ялĕсем чăваш çĕрĕн тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнĕнче вырнаçнă. Вĕренекенсем лартса ÿстернĕ йывăçсем хушшинче шкулăм мăнаçлăн ларать. Вăл аякранах шурă акăш пекех илĕртет. Кун пек шкул çурчĕсем Раççей çĕрĕ çинче нумай, çапах та манăн шкул чи лайăххи.

1981 çулта тăван шкула вĕренекенсен чунĕсенче сăмах пĕлтерĕшне тата хакне ăнланса илес туйăма вăратас, пулăшас тĕллевпе килтĕм. Чĕлхеçĕ вĕрентекенĕн ĕçĕ мĕн тери йывăр та пархатарлă пулнине малтанах ăнланнă. Кунран-кун ачасен ĕçĕсене тĕрĕслесси, яланах çĕннине шыраса тупса хамăн ĕçре унпа пĕлсе усă курасси, кашни ачан пĕлÿ пухас шайне шута илсе материалсем хатĕрлесси, ĕçри çитĕнÿсемпе пĕрле ĕçлекенсене паллаштарасси – ку пĕтĕмпех филологăн кулленхи ĕçĕ пулнине ăнланнă эпĕ. Кашни кун вĕрентÿ ĕçне тарăнраххăн та тĕплĕнреххĕн тĕпчеме пуçларăм.

Паллах, чуна кÿрентерекен самантсем те чылаях пулчĕç: ĕç укçи пĕчĕкрен манăн ĕçтешсенчен чылайăшĕ коммерци енне сулăнчĕ. Çапах эпĕ хам суйласа илнĕ ĕçĕме пăрахса каймарăм. Паян та çак çулпах çирĕппĕн утатăп.

Уроксем, уроксем, уроксем... Пурнăçăмра вĕсем миçе пулнă-ши; Татах миçе пулĕç; Турăçăм пулăшса пытăр! Кашни урока эпĕ уява кайнă пек каятăп. Манăн тата вĕренекенĕмсен аллинче – СĂМАХ! Унăн хăвачĕ тĕлĕнмелле вăйлă: пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшать, унпа усă курса сăмах ÿнерне алла илетпĕр, вырăс чĕлхин çÿпçинчи пуянлăха туйма вĕренетпĕр. Ман шутпа, вырăс чĕлхи кăна ачасене илемпе усала туйма пулăшать. Хăшне суйласа илсен аван пулнине туйтарать. Мана вĕренекенсен чунĕсене кирлĕ марсенчен тасатма пулăшать. Сăмах яланах этем чунне ĕçлеттерет: пăлхантарать, хумхантарать, хĕпĕртеттерет...

Вырăс чĕлхи манăн вĕренекенсемшĕн вĕренмелли хатĕр кăна мар, вăл пĕлÿ пухмалли те, пĕлĕве ыттисене вĕрентмелли те, вырăс халăх культурипе паллаштармалли те, чуна аслăлантармалли те. Вырăс чĕлхинчи сăмахсене ытти чухне асăрхаман пулсан, манăн уроксенче вĕсем ахахпа мерчен пекех çуталса тăма пултарнине, вĕсемпе астарма, чуна йăпатма, тавлашма, хăйсен чунĕсенчи туйăмсене пĕлтерме май пуррине ăнланса илеççĕ. Поэзи чĕлхин техĕмне туяççĕ. Ялан усă куракан сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланма, хаклама, тăнлама вĕренеççĕ: шăплăх, çулçă çăтăлтатни, çăлтăр чĕмсĕрлĕхĕ, сенкер... Хăш-пĕрисем çак сăмахсен шăршине сисеççĕ, хăшĕсем сассине илтеççĕ, хăшĕсем тата тĕсне те кураççĕ. Çакă пĕтĕмпех вĕренекенсене çут çанталăкăн тĕлĕнмелле асамлăхне туйма, сăнама, тишкерме хистет, вăрттăнлăхне уçса пама пулăшать.

Çак самантра вĕренекене поэзи асамлăхĕ тыткăнлани ăна хăйне те çут çанталăкăн пайĕ пулнине туйса илме пулăшать. Вăл та сăмах хăватне туйса ăна ĕненме пуçлани манăн чуна канăçлăх кÿрет. Сăмах-сăнар-туйăм урлă ачан туйăмĕ тата пултарулăхĕ аталанать. Çак вара мана вĕренекенсен чунĕ патне çитме пулăшать. Вĕсем: «Хăвăртрах тăван тавралăха, вăрмана сăнасчĕ, кÿлĕ, Сăр хĕррине каясчĕ», – тесе калани чунăма асамлă япалапа сĕртĕннĕпе пĕрех. Чĕремпе вĕсем мĕн туясшăн-курасшăн пулнине сисетĕп.

Хăш чухне çакăн пек шухăш та пуçа килет. И.С.Тургенев çырнă «Муму» калава вырăсла вуламан пулсан вĕренекенĕмсем çав ыратăва туймасăрах юлатчĕç. Куççульсĕр питĕ сахал иртеççĕ кун пек сценăсем. Чунĕсенче мĕн чухлĕ çухату пулатчĕ; Ачасен чунĕсенче хăйсенчен вăйсăррисене шеллес, пулăшас туйăма вăратакан çав шайра çырнă хайлавсем питĕ сахал-ха хальлĕхе.

Вырăс литературинчи чаплă хайлавсем пурнăç кĕнекисем пулса тăраççĕ. Тен, ман уроксенчи çавăн пек тĕшĕсене тишкернĕ самантсем вĕренекенсене хăйсен пурнăçĕнчи хăш-пĕр йывăрлăхсене чăтса ирттерме пулăшнă. Вăхăтра йăнăшсене ăнланса илсе çывăх çынна каçарма, йăнăш тăвасран вăхăтра чарма, кирлĕ çула суйласа илме, ашшĕ-амăшĕпе çыхăну тытма, тусĕсене алă тăсса пама хавхалантарнă. Вĕренекенĕмсен пурнăçĕнче çакăн пек самантсем пулнă пулсан хама телейлĕ тесе шутлатăп. Мана вара çак сăваплă ĕçе пурнăçа кĕртме вырăс сăмахĕ пулăшать. Вырăс сăмахĕ хăйĕн тивĕçне пурнăçларĕ!

Сăмах яланах пулать. Этемлĕх нихăçан та сăмах илемлĕхĕпе киленме пăрахмасть. Тĕнче темĕн тĕрлĕ улшăнсан та сăмахăн чуна хавхалантарас пахалăхĕ пĕтмест. Ман вĕренекенсем сăмах хăватне ĕненсе малалла та сăвăсем вулĕç, пĕр-пĕрне юратни çинчен те сăмахпах пĕлтерĕç. Кашни туйăма палăртма сăмах тупĕç.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика