БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрантараççĕ чăваш юррине

25 июля 2009 г.

Мăнэтменсем – юрра-ташша юратакан халăх. Уçă та янăравлă сассисемпе пĕр-пĕр юрă шăрантарса ярсан йывăç çинчи çулçă та хумханса илет. Ытла та илĕртÿллĕ, халăх кăмăлне каякан юрăсемпе савăнтараççĕ вĕсем.

Мăн Этменти Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташă енчен яланах малта пулнă. Пултарулăха туптама майĕсем те пур паллах. Культура çуртне çĕнетсе юсани те халăха клуба йыхравлать. Сăмах май, клуб ĕçне пĕтĕмпех чылай çул ĕнтĕ В.Михеева йĕркелесе пырать. Вăл вырăнти çынсен культура шайне, ырă йăли-йĕркисене упраса хăварассишĕн нумай тăрăшать.

Мăнэтменсем иртнĕ уйăхра Çимĕке хаваслă ирттерчĕç. Унта ватăсем те вырăнти артистсемпе тан юрласа ташларĕç, кăмăлĕсене çĕклерĕç. Çитес уяв августăн 2-мĕшĕнче, Илле пророк кунĕнче, Уйпуçпе Çĕн Ирчемес ялĕсенче пурăнакансем валли пулĕ.

Кичем мар ку тăрăхра пурăнакансене çакăн пек культура ĕçченĕсем пуррипе.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика