БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур енĕпе те маттур хĕр

06 мая 2009 г.

 

«Ыр çын пуласси ачаран паллă», – теççĕ халăхра. Акă, Мăн Этмен вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен, Çĕн Ирчемесре пурăнакан Екатерина Дмитриевана педагогсем ырăпа асăнаççĕ.

– Катя шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Уроксем хыççăнхи мероприятисенчен нихăçан та аякра юлмасть. Питĕ хастар, пуçаруллă хĕр. Сывлăха çирĕплетсе пымалли çинчен те манмасть, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнсах тăрать.

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк ăс-тăн шайне ÿстерсе, тавра курăма анлăлатса пыма тăрăшать. Çак тĕллевпе Катя хушма литература чылай вулать, паллă ăсчахсен ĕçĕсемпе паллашать, Интернетра йывăр ыйтусен хуравĕсене шырать. Çакă ăна тĕрлĕ предметлă олимпиадăсемпе вăйăсенче питĕ пулăшать. Унăн тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтерни çинчен ĕнентерекен Хисеп грамотисен шучĕ çултан-çул нумайлансах пырать.

Катя шкултан ăнăçлă вĕренсе тухса аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлĕве ÿстересси иккĕлентермест. Çавăн пек çирĕп кăмăллă хĕр çĕршыва юрăхлă çын пулса ÿсессе шанатпăр, – каласа пачĕ шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Т.В.Горбунова.

Юлашки çулсенче республикăра ача-пăча организацийĕсемпе çамрăксен юхăмĕсен лидерĕсем хушшинче конкурссем йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – чи маттур, чи хастар çамрăксене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарма майсем туса парасси. Мăн Этмен шкулĕнче те «Шкулти юлташсен пĕрлешĕвĕ» организаци йĕркеленĕ. Асăннă пĕрлешÿ районта палăрса республикăри слета хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ. Вăл йышра Катя Дмитриева та пур.

Пултаруллă хĕрпе тĕплĕнрех паллашнă май, малашнехи тĕллевсемпе интереслентĕм.

– Чи кирли шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухасси, хама килĕшекен профессие алла илесси. Çакăнтах хама вĕрентекен педагогсене кирлĕ канашсемпе пулăшнăшăн чунтанах ырă сăмах калас килет. Манăн çитĕнÿ – вĕсен çитĕнĕвĕ, – терĕ çамрăк хĕр.

Катя Дмитриева паян, чăннипех те, ытти вĕренекенсемшĕн ырă тĕслĕх. Вăл пурнăçра хăйне тивĕçлĕ вырăн шыраса тупатех.

 


 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика