БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕн «Çунатсăр кăвакарчăн» кĕнеки

11 апреля 2009 г.

Александр Петрович Трофимовпа çитмĕлмĕш çулсенчех паллашма тÿр килчĕ. Хамăр районти илемлĕ, çап-çутă пĕвесемлĕ Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухса филолог дипломне илнĕ учитель Мăн Этмен вăтам шкулĕнче ĕçлетчĕ.

Тăрăшулăхне, пултарулăхне кура ăна кайрантарах директор пулма шанчĕç. Пĕр вăхăт район администрацийĕн вĕрентÿ пайне те ертсе пычĕ вăл. Кĕскен каласан, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче ырă та пархатарлă ĕçпе палăрнă çын вăл, Александр Петрович...

Ăна нумайăшĕ педагог пулнипе кăна мар, проза ăсти тата сăвăç пулнине лайăх пĕлеççĕ. Вăл çамрăклах литературăпа хытă интересленнĕ, çырас пултарулăхне туптанă. Нумай çулсем кирлĕ материалсем пуçтарнă, аса илÿсем хайланă. Унăн малтанхи сăввисем, калавĕсем, повеçĕсем район хаçачĕсенче пичетленсе вулакансем патне çитнĕ.

Çак кунсенче пирĕн ентеш хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине «Çунатсăр кăвакарчăн» ятпа пичетлесе кăларчĕ. Унта тĕрлĕ çулсенче çырнă калавсемпе повеçсене кĕртнĕ. Автор кĕнекине хăйĕн мăшăрне, Вера Федоровнана, халалланă. Палăртмалла пулĕ, вăл та ĕмĕрĕ тăршшĕпех шкулта ачасене вĕрентнĕ, хăйсен ывăлĕпе хĕрĕсене аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

– Ку кĕнеке, – терĕ Александр Петрович, – нумай çулхи ĕç. Мана çын шăпи, хĕрарăмăн йывăр çĕклемĕ яланах шухăшлаттарнă, интереслентернĕ...

«Шăпа», «Çемье ăшши», «Тăлăх татки» повеçсенче шăпах пурнăçри çакăн пек ыйтусене уçса пама тăрăшрăм та.

Кĕскен – произведенисен сăнарĕсем пирки. 70 çултан иртнĕ çыравçă утă çулма та, кăмака тума та, техникăна юсама та... ăста. Çавăнпа кĕнекери сăнарсем те чăн пурнăçри пекех пулса тухнă. Вулакан асĕнче нумайлăха юлма тивĕç вĕсем. Тĕп сăнарсем çынна çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа хавхалантарма та, хăйсен хуйхи-суйхине çурмалла пайлама та пултараççĕ. Кĕскен каласан, А.Трофимов хайлавĕсене çăмăл та илемлĕ чĕлхепе çырнă, содержани тĕлĕшĕнчен пуян вĕсем, пурте лайăх вуланаççĕ. «Çунатсăр кăвакарчăн» пирĕн кĕнеке сентрисем çинче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупасса, ăслă-тăнлă вулаканăн чăн-чăн тусĕ пулса тăрасса шанас килет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика