БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сюжетлă вăйăсем чĕлхепе пуплеве аталантараççĕ

21 марта 2009 г.

Эпĕ Мăн Этмен шкулĕ çумĕнчи ача садĕнче кĕçĕн ушкăнри ачасемпе ĕçлетĕп. Хамăн ĕç опычĕ çинче кăшт чарăнас тетĕп. Манăн тĕллев: кĕçĕн ушкăнри ачасен чĕлхине тата çыхăнуллă пуплевне аталантарасси. Çак тĕллеве пурнăçлама, ман шутпа, рольпе вылямалли сюжетлă вăйăсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Мĕншĕн тесен çак вăйăсенче ачасем пĕр-пĕринпе пурнăçра пулса иртекен пулăмсене уçса параççĕ, аслисем калаçнă пек пуплеме тăрăшаççĕ, ыйтусене интонациллĕ, туллин хуравлама хăнăхаççĕ. Хăш-пĕр ачасем вăтаннипе воспитатель панă ыйтусене те хуравлаймаççĕ, хăйсем пĕлеççĕ пулсан та сăмах чĕнме хăраççĕ е именеççĕ. Рольпе вылямалли сюжетлă вăйăсенче çак ачасем хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ, сăнара анлăн уçса параççĕ. Хăш-пĕр вăйăсенче ачасем хăйсем пăшăрханнине, мĕн шухăшланине палăртаççĕ. Çавăн пекех аслисем хăйсене мĕнле тыткаланине, калаçнине уççăн, пĕр пытармасăр туса кăтартса е каласа параççĕ. Унсăр пуçне кĕçĕн ушкăна çÿрекен пепкесем аслисен япалисене тăхăнма юратаççĕ. Вăйăсенче те çав тумсемпех усă кураççĕ.

Рольпе вылямалли сюжетлă вăйăсенче костюмсем, ширмăсем кирлĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсем хатĕрлеме пулăшрĕç. Халĕ кĕçĕн ушкăнри ачасемпе вĕсемпе анлăн усă куратпăр. Уйрăмах çак вăйăсене кăмăлласах выляççĕ пепкесем: "Лавкка", "Автобус", "Больница", "Ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем", "Ял садикĕ", "Ырă тухтăр Айболит", "Библиотека", "Театр", "Парикмахер" тата ыттисем те. Çакăн пек вăйăсем ачасен калаçу чĕлхине, пуплевне аталантарма пулăшаççĕ, çавăн пекех диалог тата монолог йĕркелес пултарулăх анлăланать. Кунсăр пуçне вĕсем çынпа калаçма, ыйтусем пама, ыйтусене хуравлама, кирлине сăпайлăн ыйтса пĕлме, харпăр хăй кăмăлне палăртма вĕренеççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика