БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлă уй

07 февраля 2009 г.

Нумаях пулмасть Этмен шкулĕ çумĕнчи "Шăнкăрав" ача сачĕн кĕçĕн ушкăнĕнче питĕ интереслĕ те савăнăçлă "Асамлă уй" вăйă иртрĕ.

Мероприятие ушкăн воспитателĕ М.В.Васильева ертсе пычĕ, ăна пĕрле ĕçлекен С.Н.Васильева пулăшса пычĕ. Ку вăййа ачасемпе пĕрле вĕсен ашшĕ-амăшĕсем кăна мар, кукамăшĕсемпе асламăшĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсемех вăйăра вылямалли теттесем илме пулăшрĕç.

Пĕрремĕш турта 1-2 çулхи ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем вылярĕç. Финала Яна Кукушкинапа амăшĕ тухрĕç. Иккĕмĕшне вара 2-3 çулхи ачасемпе вĕсен кукамăшĕсем хутшăнчĕç. Ку турта Костя Гераськинпа кукамăшĕ палăрчĕç. Унтан 3-4 çулхи ачасемпе вĕсен асламăшĕсем тата аппăшĕсем тупăшрĕç. Финала Вика Перегудовапа аппăшĕ тухрĕç. Яна Кукушкинапа амăшĕ Лариса Геннадьевна вăйă çĕнтерÿçи пулса тăчĕç. Сăмах май, Кукушкинсем Хирлÿкасси ялĕнчен. Вĕсем çакăн пек мероприятисене яланах хаваспах хутшăнаççĕ.

Калас пулать, вăйăри ыйтусем Çĕнĕ çулпа çыхăнчĕç. Йывăрлăхсем пулчĕç пулин те, пурте ыйтусене туллин хуравларĕç. Апла пулсан ашшĕ-амăшĕсем кĕнекесем, хаçат-журнал вулаççĕ, тĕрлĕ телепередачăсем те пăхаççĕ.

Аслă ушкăнри ачасем те вăйăра палăрчĕç. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупассипе Юра Ярадаев маттур пулчĕ.

Çакăн пек вăйăсене ирттерни питĕ усăллă тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен вĕсем ачасен шухăшлавне, тавра курăмне пуянлатаççĕ, çĕнĕ сăмахсен йышне ÿстереççĕ, çыхăнуллă пуплеве аталантараççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика