БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх умне – пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе

24 января 2009 г.

Январĕн 21-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп ыйтăвĕсем – Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче!» Çырăвĕ, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен тата ытти те. Информаци кунне ЧР шалти ĕçсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Семенович Яковлев, ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Надежда Александровна Осипова, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ Сергей Иванович Скворцов хутшăннă.

Район пуçлăхĕ Александр Иванович Криков В.С.Яковлевпа пĕрле Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем Тури Çĕрпÿкассинчи тĕп шкулăн учительсен коллективĕпе тĕл пулса кун йĕркинчи тĕп ыйтусене сÿтсе явнă. Уйрăмах граждансене социаллă пулăшу парасси, çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинче чарăнса тăнă. А.И.Криков районăн 2008 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарнă.

Н.А.Осипова Атнар ял тăрăхне çитсе курнă. Кунти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне, ветерансен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕн, пушар деповĕн, «Коминтерн» ял хуçалăх предприятийĕсен, вăтам шкулăн ĕçĕсем йĕркеллĕ пулса пынине палăртнă вăл.

С.И.Скворцов вара информаци ушкăнĕпе пĕрле Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи граждансемпе тĕл пулса калаçнă. Пухăннисем Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне сÿтсе явнă, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ.

Райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ А.П. Кузьмин ертсе пыракан ушкăн вара Тралькасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче вырăнта ĕçлесе пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Ушкăнра çавăн пекех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.И.Ярабаева, вырăнти участковăй М.В.Альгешкина пулнине палăртмалла.

Информкунăн тĕп ыйтăвĕсене палăртнă хыççăн Вера Ивановна социаллă ыйтусемпе çыхăннă кăçалхи улшăнусем пирки сăмах илчĕ. Вăл уйрăм категориллĕ граждансене çутăшăн, газшăн, коммуналлă пулăшушăн тÿленĕ чухнехи çăмăллăхсем вырăнне кăçалтан укçа парасси çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ĕç ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен, реабилитациленнисен, репрессие пула шар курнисен ку енĕпе районти социаллă хÿтлĕх пайне пырса нимĕнле заявлени та çырас çуккине палăртса каларĕ Вера Ивановна. Сăмах май, ĕç ветеранĕсен тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен маларах çăмăллăх виçи 335 тенкĕ пулнă, халĕ вăл çăмăллăхсене пĕтерсен 710 тенкĕпе танлашать. Çак шутран ĕç ветеранĕсене 345 тенкĕ çул çÿреме, 301 тенкĕ çутăпа газшăн тÿлеме, 64 тенкĕ шăл ларттарма параççĕ. Çавăн пекех тыл ĕçченĕсем 610 тенкĕ вырăнне 700 тенкĕ илсе тăрĕç. Реабилитациленнисене кăçалтан 1775 тенкĕ (2008-мĕшĕнче 1630 тенкĕ пулнă) параççĕ. Репрессие пула шар курнисем вара çăмăллăхсем вырăнне 1530 тенкĕне (пĕлтĕр – 1390) тивĕçеççĕ. Палăртмалла, кунсăр пуçне ĕç ветеранĕсемпе Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем телефоншăн, радиошăн тата коллективлă телевизор антеннишĕн тÿленин 50 проценчĕпе танлашакан укçа компенсацине тивĕçеççĕ, реабилитациленнисене тÿлевсĕрех телефон вырнаçтарса параççĕ. Федераллă çăмăллăхçăсен вара – инвалидсен, вăрçă инваличĕсен, вăрçă участникĕсен, салтак арăмĕсен, хĕрÿ точкăсенчи çапăçусене хутшăннисен (вĕсем квартирта пурăнаççĕ пулсан кăна), Чернобыльти аварие сирме хутшăннисен заявлени çырма тивет. Кунсăр пуçне вĕсен çак документсене тăратмалла: паспорт копине, удостоверени (салтак арăмĕсен, вăрçă участникĕсен, хĕрÿ точкăсенче пулнисен) копине, пенсионнăй страхлав свидетельствин копине, инвалидсен – ВТЭК справкин копине, скоросшиватель. Çавăн пекех В.И. Ярабаева çăмăллăхсене укçана куçарнипе субсиди виçи ÿсессине пĕлтерчĕ. Çакă ял çыннисем валли питĕ вырăнлă. Çавăнпа та ялта пурăнакансен субсиди илес тесен документсем (юлашки 6 уйăх хушшинче çутăпа газшăн тÿленĕ квитанцисем, ял тăрăхĕнчен илнĕ хуçалăх кĕнекинчен çырса панă хут) тăратма тăрăшмалла. Палăртмалла, хĕллехи уйăхсемшĕн субсиди илме тăрăшни вырăнлăрах пулĕ ял çыннисемшĕн.

Ача çуралсан пĕр хутчен тивĕçекен пособи те халĕ 9592, 03 тенкĕ. Ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнăшăн паракан пособин тулли уйăхри чи пĕчĕк виçи кăçалтан çакăн пек: пĕрремĕш ачашăн – 1798, 51 тенкĕ; иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ытларах ачашăн – 3597, 01 тенкĕ.

Малалла участок инспекторĕ М.В.Альгешкина иртнĕ çул кăтартăвĕсене тишкерчĕ. Марина Валерьевна преступлени тунă тĕслĕхсем иртнĕ çулта, 2007 çулхипе танлаштарсан, чакнине пĕлтерчĕ. Сăмахран, виçĕм çул 29 преступлени туни паллă, 2008 çулта – 23. Шел те, 2008 çулта ку территорире çынна вĕлернĕ, ирĕксĕрлесе мăшкăлланă пĕрер тĕслĕх пулнă. Вĕлерессипе хăратни 2007 çулта 4 хутчен пулнă пулсан, 2008-мĕшĕнче – пĕрре. Çавăн пекех вăрлас енĕпе преступленисен шучĕ чакнă: 2007 çулта – 12, 2008 çулта – 3. Ют пурлăха ярса илни, растрата туни вара кунта ÿснĕ: 2007 çулта – 3 тĕслĕх, 2008-мĕшĕнче – 9. Тралькасси ял тăрăхĕнче сывлăха юри йывăр сиен кÿнине, наркотиксемпе çыхăннă ĕçсене, улталанине, хулиганла тата çарату ĕçĕсене юлашки икĕ çулĕнче те регистрацилемен.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче янă «Чăваш Ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче!» Çырăвне А.П.Кузьмин тĕплĕн тишкерчĕ. Алексей Павлович патшалăх ялсене пĕтме паманни, тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса ял çыннисен пурнăçне çăмăллатма тăрăшни пирки палăртрĕ. Çавăн пекех вăл вырăнти халăх вăй-хала шеллемесĕр ĕçленине, çакна ял тăрăхĕн территорийĕнчи «Нива» хуçалăх ура çинче çирĕп тăни çирĕплетсе панине пĕлтерчĕ. Кăçалхи çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе ят панă, çавна май ял хуçалăхне аталантарма республика бюджетĕнчен çителĕклĕ укçа уйăрма палăртнă. Кунсăр пуçне А.П.Кузьмин районта пĕлтĕр халиччен усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес тĕллевпе лайăх ĕçленине асăнчĕ, çак ĕçе кăçал малалла тăсмалла.

Тралькасси ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсене сĕт хакĕ самаях пĕчĕк пулни пăшăрхантарать. Çавăн пекех Хăмарккана иккĕмĕш автобус рейсĕ çÿременни те канăçсăрлантарать.

Кăнтăр тĕлне пур ушкăн ертÿçи те райадминистрацинче пĕтĕмлетÿ тума пухăннă, кунта ял çыннисем панă кашни ыйтăва сÿтсе явнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика