11 октября 2008 г.
Октябрĕн 9-мĕшĕнче район территорийĕнче черетлĕ Профилактика кунĕ иртрĕ. Район администрацийĕн ĕçченĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсенче пулчĕç, вырăнти лару-тăрупа кăсăкланчĕç, йĕркене пăсакансемпе курнăçрĕç, тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтупа та ĕçлерĕç.
Райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев пайĕн начальникĕ А.П.Кузьмин ертсе пыракан ушкăн Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пулчĕ.
Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ О.А.Максимов пухăннисене районти шалти ĕçсен пайĕ ял тăрăхне тăратнă предписанисемпе паллаштарчĕ. Тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай салинчи С.çемйинче пĕр-пĕрин хушшинче час-часах харкашусем пулнă. Çемье пуçлăхĕ мăшăрне хĕнени çинчен шалти ĕçсен пайне пĕлтерни пĕрре мар пулнă. Паттăр кил хуçи пирки уголовнăй ĕç пуçарнă.
Çакăн пек тĕслĕх Туктамăшри Б.-сен çемйинче пулнине регистрациленĕ. Арçын мăшăрне чышкăпа “ăс парса” пурăнать иккен. Çемьери харкашусемшĕн кил хуçине административлă майпа явап тыттарма йышăннă.
Каллех хĕрарăм çине алă çĕкленĕ тĕслĕх Енкĕлт арçыннипе пулнă. С. гражданин август уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕр хĕрарăма çапнă. Ăна халĕ РФ Уголовнăй Кодексĕн 115 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплаççĕ.
Нумай пулмасть Енкĕлтри Г.Ф. Лапаев пенсионер кÿршĕри В.Ф.Волков йĕркене пăхăнмасăр пурăнни, эрехпе аташни тата çынсем лăпкăн çывăрнă вăхăтра та час-часах шăв-шав çĕклени пирки Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхне пĕлтернĕ пулнă. Профилактика кунне пухăннисем йĕркене пăсаканпа тĕл пулса калаçма вырăна тухнă. Шел те, лăпкăлăха юратман арçынпа курнăçма май килмен. Ушкăн кÿршĕсемпе тĕл пулса калаçнă, пуçтах арçынна ял тăрăхне чĕнтерме йышăннă.
РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ В.Н.Кузнецова ертсе пыракан ушкăн Мăн Этмен ял тăрăхĕнче пулнă. Профилактика кунĕнче Тверсковсен çемйисем хушшинчи хирĕçĕве тишкернĕ. Пĕрисем теприсене вĕлерессипе те хăратнă имĕш. Кун пек тĕслĕхсемшĕн районти шалти ĕçсен пайне пĕлтерме хушнă.
Унтан Шĕмшешри Жирновсен çемйине пăхса тухнă. Вĕсен ывăлĕ, Дмитрий, Çĕмĕрлери пĕр училищĕре вĕренекенскер, занятисене çÿремест иккен. Çĕн Ирчемес ялĕнчи Прокопьевсене те çак сăлтавпах ял тăрăхне чĕнтернĕ. Вĕсен те икĕ ывăлĕ асăннă училищĕре ăс пухаççĕ. Кусем те уроксене сиктереççĕ. Анчах ашшĕ-амăшĕсем Профилактика кунĕнчи ларăва хутшăнас темен.
Çул çитмен ачасен йăнăшĕсемшĕн чи малтанах аслисем яваплă тетпĕр пулсан, çак тĕслĕхсене ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлайманнипе çыхăнтармалла. Кун пек йĕркесĕрлĕхсемшĕн аслисене явап тыттарма пултараççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"