БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс та хисеп учительсене!

04 октября 2008 г.

Октябрĕн 2-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче РФ Вĕрентÿпе ăслăлăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ учительсене чысларĕç.

Пурнăç улшăнса пынă май, вĕрентÿ тытăмĕнче те çĕнĕлĕхсем пулса пыраççĕ. Педагогсем вĕрентÿ ĕçне аталантармалли тĕллевлĕ программăсемпе ĕçлеççĕ, уроксенче информаципе коммуникациллĕ технологисемпе анлă усă кураççĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра учителĕн творчествăлла ĕçлемесĕр май çук. Яваплăха туйса, малашлăха курса тăрăшакан педагогсем вара районта сахал мар. Çавна май вĕрентÿ тытăмĕнчи пархатарлă ĕçсемшĕн, чăн-чăн педагогика ăсталăхне кăтартнăшăн, инноваци мелĕпе ĕçлесе вĕрентÿре ÿсĕмсем тунăшăн чи пултаруллисене хавхалантарса пыраççĕ. Акă, октябрĕн 2-мĕшĕнче 2008 çулта вĕрентÿ ĕçĕнче хастарлăх кăтартнă педагогсене – Н.И.Полозина (Мăн Этмен), И.Е.Захарована (Хĕрлĕ Чутай), Т.И.Уляндыне (вĕрентÿ пайĕ) район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин тата район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева РФ Вĕрентÿпе ăслăлăх министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Çавăн пекех В.А. Кудряшовапа (Хĕрлĕ Чутай) С.Ф.Шурбяна («Пилеш» ача сачĕ) кăкăр çине çакмалли паллăна илнĕ ятпа тата çывхарса килекен Учитель кунĕпе саламларĕç. Залра ларакан ытти учительсем те профессиллĕ уяв ячĕпе ăшă сăмахсем илтме тивĕç пулчĕç. Вĕсене çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре тăрăшулăхпа палăрнăшăн тав турĕç, малашне те пысăк хастарлăхпа умри тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕç.

Палăртмалла, çак йышран кăçал Н.И.Полозин РФ Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне илме тивĕçрĕ. Çак премие ăна вĕрентÿ ĕçне лайăх йĕркеленĕшĕн панă.

Пысăк наградăна тивĕçнĕ педагогсем те сăмах илчĕç. Вĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ хак панăшăн, ачасене вĕрентес ĕçре пулăшу парса тăнăшăн коллективри ĕçтешĕсене тав турĕç, малашне татах та тăрăшарах ĕçлеме шантарчĕç.

Юлашкинчен учительсен профессиллĕ уявĕ ячĕпе пĕчĕк концерт пулчĕ.

Çапла, учитель ĕçĕ йывăр та пархатарлă. Çĕршыв пуласлăхĕ вĕсем ачасене мĕнле вĕрентнинчен нумай килет. Учительсем çитĕнекен ăрăва вĕрентсе, тивĕçлĕ воспитани парса вĕсене хăйсем тĕллĕн шухăшлама, пурнăçра тивĕçлĕ йышăну тума хăнăхтараççĕ. Чыс та хисеп вĕсене пурне те.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика