Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куллен – 26 килограмм ытла

02 июля 2008 г.

“Коминтерн” ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçалхи пилĕк уйăхра кашни ĕнерен 1978 килограмм сĕт сунă. Кĕтĕве çаран çине кăларнă хыççăн продукци хисепĕ палăрмаллах ÿснĕ. Ешĕл апатпа тăрантарни, рациона концентратсемпе пуянлатни дояркăсене ÿсĕм тума пулăшать.

Ăмăртура Атнар ферми малта пырать. Паян кунти ĕнесем куллен вăтамран 26, 1-шер килограмм сĕт антараççĕ. Л.Мадебейкина, Г.Сидорова, Э.Абаськина тата Р.Мадебейкина дояркăсем хастарлăхпа палăрнă. Кашниех ĕç çине тÿрĕ кăмăлпа пăхать, паянхи ĕçе ырана хăвармасть.

Коллектива Надежда Корнилова тахçантанпах ертсе пырать. Вăл ветеринари тата техник-осеменатор ĕçĕсене те пурнăçласа пыма ĕлкĕрет.

– Хальхи вăхăтра хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç сарăлса кайрĕ, – тет Надежда Ивановна. – Хĕл кунĕсем пирки паянах шухăшламалла-çке.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика