Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунĕнчен – çĕнтерÿпе

02 июля 2008 г.

Республика кунне халалласа Çĕмĕрлере иртнĕ уявра çăмăл атлетсен пысăк кĕрешĕвĕ пулнă.

Мероприятисене Чăваш Енри легендарлă çăмăл атлет А.Игнатьев ячĕллĕ аслă спорт шкулĕ йĕркелесе пынă. Тупăшăва районти чи пултаруллă çăмăл атлетсем хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ дистанцисенче чупса район чысне çĕкленĕ. Акă, спортра пысăк шанчăк паракан Хĕрлĕ Чутай хĕрĕ Алиса Патьянова (тренерĕ Г.Мидейкина) 400 метра 1 минут та 4 çеккунтра чупса тухса çĕнĕ рекорд тунă – пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 100 метрлă дистанцие 13 çеккунтра парăнтарса Атнар пики Анжела Андреева палăрнă. Вăл финиша иккĕмĕш çитнĕ. Ку та хăйне майлă рекорд.

Çĕнтерÿ тунă спортсменсем уявран тулли кăмăлпа таврăннă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика