Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял вăййисен уявĕнче – чи вăйлисем

21 июня 2008 г.

Пирĕн хушăра сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем сахал мар. Спорт тусĕсем хăйсен ÿсĕмĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ, ыттисене лайăх тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă, июнĕн 11-12-мĕшĕсенче Çĕмĕрле хулинче республика шайĕнчи çуллахи ял вăййисем иртнĕ. Унта спортпа туслă районти пысăк ушкăн та хутшăннă. Ку уявра И.Пономаревпа («Коминтерн» ЯХПК) П.Анисимов («Резон» ХАО) механизаторсем те хăйсен професси ăсталăхне кăтартнă: тракторпа тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухса ăмăртнă, шывра ишнĕ, турник çинче туртăннă.

Ял вăййисен уявĕнче тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем пулнă, унта хутшăнакан кашни спортсмен хăйĕн вăй-халне, вăр-варлăхне тĕрĕсленĕ. Спорт çемйисен тупăшăвĕнче Хĕрлĕ Чутайри Алевтинăпа Виталий Дадюковсем тата вĕсен Эдуард ывăлĕ пуринчен те маттур пулнă – республикăра чи малти вырăна çĕнсе илнĕ. Шывра 25-50 метр тăршшĕне ишессипе А.Столярова (Хĕрлĕ Чутай) иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Ку енĕпе иртнĕ эстафетăра район команди (ушкăнра – Л.Михуткина, Ю.Столяров, А.Столярова, Ю.Михайлов) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнче 200 метр чупса Л.Башкирова (Трапай ялĕ) финиша виççĕмĕш çитнĕ. Анат Çĕрпÿкассинчи С.Терентьев пăхаттирсен тупăшăвĕнче çивĕч кĕрешнĕ, кире пуканĕ йăтакансем хушшинче иккĕмĕш пулнă. Хĕрлĕ Чутайри А.Михуткин – виççĕмĕш. Полиатлонистсенчен Л.Михуткина (спорт шкулĕн тренерĕ) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. И.Родионова (спорт шкулĕн тренерĕ) сĕтел хушшинче алă вăйне виçсе чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсене ЧР Ял хуçалăх тата Физкультурăпа спорт, туризм министерствисен Хисеп грамотисемпе, медалĕсемпе чысланă. Çуллахи ял вăййисем çакна кăтартнă: Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та спортпа туслисен йышĕ ÿссех пырать. Ку, паллах, савăнтарать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика