18 июня 2008 г.
Березовкăри Ваттисен çурчĕ малтан шкул пулнă çуртра вырнаçнă. Кунта тирпейлĕ, таса тата çутă. Аслă ăру çыннисем 26-ăн пурăнаççĕ. Кашниех хăйне килти пек туять. Вĕсен вăтам çулĕ 78-па танлашать.
– Ватă çынсемпе ĕçлеме пĕртте çăмăл мар, – тет Ваттисен çурчĕн заведующийĕ З.Ярлова. – Кăмăл-туйăмĕсене шута илсе тăрăшатпăр. Эрнере пĕр хутчен мунча хутса кĕртетпĕр. Тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерсе çитеретпĕр.
Кунта вырăнти хушма хуçалăха аталантарасси çине тимлĕ пăхаççĕ. Кроликсем тытаççĕ, поварсем ватăсем валли паха апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Ваттисен çурчĕн пурĕ 0, 60 гектар çĕр пур. Купăста, сухан, помидор, хăяр тата ытти культурăсене лартнă, йăрансене ватăсем çум курăкран тасатаççĕ, шăварса тăраççĕ. Çĕр улми 0, 30 гектар лартса хăварнă.
Çакă паха – “Коминтерн” производство кооперативĕ Ваттисен çуртне ĕне тата хурт вĕлли парнеленĕ. Çавна май сĕт те, пыл та пур.
– Эпир кунта хамăра килти пек туятпăр, – теççĕ аслă ăру çыннисем. – Пирĕншĕн тăрăшакансене пысăк тав.
Источник: "Пирěн пурнăç"