Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çартмасри старт

01 марта 2008 г.

Нумаях пулмасть Çартмасра районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Анат Чутай тăрăхне тĕрлĕ шкулта вĕренекенсемпе вĕсен тренерĕсем килсе çитрĕç. Йĕлтĕр йĕрне те туса хатĕрленĕ. Ăмăртăва тивĕçлĕ шайра ирттерес тесе спорт шкулĕн тренерĕ В.Ф.Элеменкин чылай тăрăшни куç кĕретех.

Вăл Питĕркассинчи вăтам шкула çÿрекенсене йĕлтĕрçĕсен ăсталăхне туптама вĕрентет. Районти спорт шкулĕн директорĕ А.М.Никитин ăнăçусем сунса старта тухма 1996 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех çулсенчи хĕр пĕрчисене чĕнчĕ. Çак тăрăхра ÿссе çитĕннĕ ачасене çырми те, çилĕ те пулăшрĕ пулас. Малти вырăна Питĕркассинчи вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекен Е.Эзенкина тивĕçрĕ. 2-мĕш вырăнта вара И.А.Иванован вĕренекенĕ Н.Гордеева (Тралькассинчи тулли мар вăтам шкул), 3-мĕш вырăнта – Т.Федорова (Питĕркассинчи вăтам шкул). Çав çулсенчи арçын ачасем хушшинче 1-2-мĕш вырăнсене каллех Питĕркассинчи вăтам шкулта вĕренекен Д.Моряков тата Ю.Вазин йышăнчĕç. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулти М.Ефремов вара 3-мĕш вырăна тухрĕ.

1994-1995 çулсенче çуралнă хĕр ачасем те хăйсене чăн-чăн йĕлтĕрçĕсем пекех тыткаларĕç. Питĕркассисене çитекенни каллех никам та пулмарĕ. Ытти ăмăртусенче те малти вырăна йышăнакан Н.Кириллова паян та чи пултарулли пулчĕ. Е.Огандеева (Тралькасси) 2-мĕш вырăнта, Л.Спиридонова (Шулю) – виççĕмĕш.

Çивĕч те хĕрÿ кĕрешÿре иртрĕ 1994-1995 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинчи ăмăрту. В.Ф. Элеменкин тренер ĕçĕ пурин куç умĕнче. Унăн вĕренекенĕсем А.Фондеркин, Г.Казачук 1, 2-мĕш вырăнсене пайларĕç. Э.Дадюков (Хĕрлĕ Чутай) Питĕркассисене ниепле те хăваласа çитеймерĕ.

А.Андреева (Атнар) 1992-1993 çулсенче çуралнисем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнни, паллах, унăн вĕрентекенне чăннипех савăнтарчĕ. Ыттисене чылай кая хăварма пултарчĕ çамрăк йĕлтĕрçĕ. М.Никитина (Шулю) тата Ю.Офишкина (Тралькасси) 2, 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Çав çулсенчех çуралнă йĕкĕтсем хушшинче чи çивĕччисем каллех питĕркассисем пулчĕç. Çак шкулта ăс пухакансем çак кун пурне те тĕлĕнтерчĕç тесен те йăнăш мар. С.Медведев – 1-мĕш вырăнта. Унтан кая юлмасăр финиша иккĕмĕш Д.Кораков çитрĕ. Тусĕ вара, А.Элеменкин, виççĕмĕш вырăнта.

Çартмас çырминче чылаях тар тăкма тиврĕ 1991-1990 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсен. Анчах та пурте вĕсем дистанцие ăнăçлă вĕçлерĕç. Хĕрсем хушшинче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен С.Кузьминана çитекенни пулмарĕ. Финиша юлса çитес мар тесе Н.Федорова (Питĕркасси) хăвăртлăхне чылай ÿстерчĕ. Виççĕмĕш вырăнта вара – М.Глухова (Атнар). П. Элеменкин çак ăмăртура та малти вырăна никама та парасшăн пулмарĕ. Хăй çулĕнчи чылай çамрăка кая хăварма пултарчĕ. А.Мидейкин (Хĕрлĕ Чутай) тата М.Яковлев (Атнар) 2, 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Ачасемпе пĕрле ăмăртăва ветеран-йĕлтĕрçĕ В.И. Романов та хутшăнчĕ. Финиша çитсен эпир вăл чăн-чăн спорт тусĕ пулнине курса савăнтăмăр.

Районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Çамрăк ăрăва спортпа туслă пулма, сывлăха çирĕплетме район администрацийĕ пур майсем те туса панине палăртма кăмăллă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика