20 февраля 2008 г.
Вырăс чĕлхипе литература эрнин планĕпе килĕшÿллĕн февралĕн 9-мĕшĕнче Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ачасем кунта «Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?» ыйтăва хускатрĕç.
«С чего начинается Родина;» юрă сăмахĕсем пурне те шухăша ячĕç. Чăнах та, мĕнрен пуçланать-ха Тăван çĕршыв? Çак ыйту çине хурав парас тесе чи малтанах 6-мĕш класра вĕренекенсем «çĕршыв» сăмаха тишкерсе тĕпченĕ ĕçĕпе паллаштарчĕç. Тĕпчев ĕçĕ, чăнах та, çăмăл мар, анчах та интереслĕ. «Çĕршыв» сăмах мĕнрен пуçланни, пĕр тымартан пулнă самахсем, синонимсемпе антонимсем, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем, паллă çынсен шухăшĕсем ачасене кăсăклантарчĕç. Çавăн пекех сăвăçсемпе çыравçăсен, ÿнерçĕсен ĕçĕсене те тишкернĕ вĕсем. Çĕршывăн символики çинче те чарăнса тăчĕç. Пирĕн çĕршывăн ячĕ историн тĕрлĕ тапхăрĕнче тĕрлĕрен пулни ачасене уйрăмах интереслентерчĕ. Тĕпчев ĕçне вĕçленĕ май, вĕренекенсем хăйсем хайланă ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Акă, Настя Муравьеван, Света Долгован, Нина Куропаткинан, Вика Яковлеван хайлавĕсем пурне те килĕшрĕç. Аня Иванова вара хăйĕн ÿкерчĕкĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ачасем «Тăван çĕршыв» темăпа çырнă сăвăсене пăхмасăр илемлĕн вулани те вырăнлă пулчĕ.
Унтан 9-мĕш класра вĕренекен Надя Михопарова «Чĕререн юратнă тăван кĕтес» темăпа çырнă рефератне хÿтĕлерĕ. Атнар ял тăрăхĕ çинчен пуян материал пухнă Надя. Халиччен пĕлменни-илтменни те сахал мар пулчĕ унăн ĕçĕнче. Çакă вара ачасенче хамăр тăрăхри ытти ялсен, урамсен историйĕпе тата тĕплĕнрех паллашас туйăма çуратрĕ.
Альбина Никифорован (9 класс) ĕçĕ вара тата хăйне евĕрлĕрех пулчĕ. Альбина «Шкул вăл – манăн иккĕмĕш кил» темăпа ĕçленĕ. Хăйĕн ĕçĕнче вăл шкулăн историйĕпе питĕ тĕплĕн паллаштарать. Унсăр пуçне Альбинăна шкулăн татса паман ыйтăвĕсем те кăсăклантараççĕ иккен. Вĕсене татса парас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине те тишкернĕ вăл. Апла пулсан, ачасем паянхи кунпа кăна пурăнмаççĕ, малашлăх çинчен те шухăшлаççĕ. Çамрăксем çакăн пек шутлама пĕлни, паллах, пире савăнтарать.
Калас пулать, вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсене пурте медиапроекторпа усă курса хÿтĕлерĕç.
Çакăн пек тĕпчев ĕçĕсем туса ирттерни ачасен тавра курăмне анлăлатать, пĕлÿ шайне ÿстерет, ытларах пĕлес кăмăла та вăратать. Çавăн пекех паянхи пурнăçпа тан утма та, малашлăх çинчен шутлама та вĕрентет.