16 января 2008 г.
Туканашри “Дар-бройлер” тулли мар яваплă общество ĕçченĕсемшĕн Ырă ĕçсен çулталăкĕ иртнĕ çулах пуçланнă теме пулать.
Кĕçех фабрикăна Голландире туса кăларнă оборудовани килсе çитмелле. Çав шутра инкубатор, кайăк-кĕшĕке çитермелли, пусса тирпейлемелли тата ытти линисем. Çакă малашне çĕнĕ технологипе, энерги ресурсĕсене перекетлесе ĕçлеме май парĕ. Ĕçе компьютер йĕркелесе тăрĕ.
Çапла вара кăçал фабрикăра ырă ĕçсем чылай пулĕç.