26 декабря 2007 г.
Эпир Атнарти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекен Зоя Николаевна Абаськина почтальон çинчен кăштах çырас терĕмĕр. Зоя Николаевна 16 çул ĕнтĕ почтальон тивĕçĕсене пурнăçлать. Почта ĕçне тытăниччен унăн клубра та ĕçлеме тÿр килнĕ, колхозра секретарь-машинисткăра та тăрăшнă.
Эпир З.Н.Абаськина почтальон ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Вăл тăрăшнипе Атнар тата Шорово ялĕсенче пурăнакансем хаçат-журналсене, çырусене вăхăтра илсе тăраççĕ. Зоя Николаевна пысăк опытлă, хăйĕн ĕçне тирпейлĕ тăвать, халăхшăн тăрăшса тимлет, çынсемпе яланах кăмăллă калаçать.
Почтальонăн çак ĕçре йывăрлăхĕсем те çук мар паллах, анчах та ял çыннисемпе тĕл пулса калаçни унăн нумай йывăрлăхĕсене сирсе ярать. Хальхи вăхăтра çынсем май килнĕ таран хаçат-журналсене çырăнса илеççĕ. Кунта Зоя Николаевнан тÿпи те пĕчĕк мар. Ялта çак хаçатсене ытларах çырăнса илнине палăртмалла: «Пирĕн пурнăç», «Хресчен сасси», «Кил-çурт, хушма хуçалăх». Нумай çынсемшĕн вĕсем юратнă хаçатсем пулса тăчĕç.
Эпир те почтальон килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. «Пирĕн пурнăç» хаçат урлă эпир район пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашатпăр-çке, «Советская Чувашия» «Аргументы и факты» хаçатсем те пире килĕшеççĕ.
Çырăнса илнĕ хаçатсене тата журналсене вăхăтра çитернĕшĕн, хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн З.Н.Абаськинана тав тăватпăр, телей те ăнăçу сунатпăр.