27 ноября 2007 г.
Нумай пулмасть Чăваш наци музейĕнче халăх академикĕсемпе хисеплĕ тавра пĕлÿçĕсем пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче кун-çула тĕпчев ĕçĕсемпе çыхăнтарнă тата чылай кĕнеке авторĕсем те пулчĕç. Пухăва Пушкăрт, Тутар, Мари Эл республикисенчи, Самарпа Ульяновск облаçĕсенчи ăсчахсем те килсе çитнĕ.
Чи малтанах Чăваш халăх академийĕн президенчĕпе П.П.Таллеровпа унăн çумĕ, тавра пĕлÿçĕсен Союзĕн председателĕ В.П.Станьял юлашки 2 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе докладсем турĕç, тăван тавралăх историне тĕпчес енĕпе палăрнисен çĕнĕ ушкăнне “Халăх академикĕ” ят парасси çинчен пĕлтерчĕç. Кăçал ку чыса Хĕрлĕ Чутайри райхаçатăн штатра тăман активлă сотрудникĕсем М.А.Хураськинпа (Атнар ялĕ) Г.А.Савельев (Элĕк районĕ) тивĕçрĕç.
Докладсем хыççăн ытти тавра пĕлÿçĕсем тухса калаçрĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, малашлăх планĕсене палăртрĕç. Президиум йышне улшăнусем кĕртрĕç, Чăваш халăх академийĕн президенчĕпе унăн çумĕ пулма П.П.Таллеровпа В.П.Станьяла шанчĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"