Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи малтан пепке çуратакан çемьене - парне

08 сентября 2007 г.

Туй кунĕ кашни çамрăк мăшăрах савăнăçпа телей парнелет. Яшсемпе хĕрсем туй кунне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Акă, кĕтнĕ самант... Хĕрсем шап-шурă кĕпепе, илемлĕ чечек çыххипе, каччăсем чаплă костюмпа. Пĕр çемьене чăмăртанма шутланă çамрăксене пăхса ытарма çук. Августăн 25-мĕшĕнче Атнарти Культура çуртĕнче мăшăрланнă çак ялти Николай Абаськинпа Оксана Огонькова тата Сорăмри Владимир Сорокинпа Татьяна Николаева çамрăксенчен те куç илейместĕн. Вĕсен куçĕсенче юрату хĕлхемĕ çиçет.

Çамрăк мăшăрсене вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов саламласа çирĕп юрату, телей суннă, ЧР Президенчĕн “Ача çулталăкĕ” Указне пурнăçлама ыйтнă. Александр Николаевич çак кун чăмăртаннă çемьесенчен хăшне чи малтан “çĕнĕ кайăк” вĕçсе килет, çавна Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе ача кÿми парнелеме шантарнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика