05 сентября 2007 г.
Чи сăваплă та таса вырăна - масара - пăхса тăрасси çине питех тимлĕх уйăрмастпăр эпир. Вилнисене асăнмалли кунра, Çимĕкре, Сăпасра... çывăх çыннăмăрсен вил тăприйĕсем çинче тирпейлетпĕр те - пулчĕ. Йĕри-тавра вара çÿп-çап выртнине, масар картисем çĕрĕшсе ÿкнине курмăш пулатпăр. Юрать-ха, пурнăçра таса чун-чĕреллĕ, ĕçчен çынсем пур. Вĕсен йышне Березовкăри Юрий Серафимович Лаптевпа Вячеслав Лаврентьевич Селивестрова кĕртмелле. Çак икĕ маттур ĕçчен Березовка ялĕн масарĕ йĕри-тавра карта тытас ĕçе хутшăннă, строительство материалĕсемпе Атнар ял тăрăхĕ тивĕçтернĕ. Хăйсене мухтава кăларттарассишĕн мар, атте-анне, çывăх тăвансем ĕмĕрлĕх канăçлăх тупнă вырăна йĕркене кĕртес туйăм чунра пулнă вĕсен. Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕ Ю.Лаптевпа В.Селивестрова ырăпа асăнать, пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăвать.
Источник: "Пирěн пурнăç"