01 сентября 2007 г.
Районта вырма ĕçĕ малалла пырать. Калас пулать, кăçал районти хуçалăхсен 7010 гектар çинчен тыр-пул пухса кĕртмелле. Райадминистрацин ял хуçалăхпа экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕн çумĕн Н.Коробков пĕлтернĕ тăрăх, августăн 31-мĕшĕ тĕлне тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсене 5238 гектар вырнă. Вăтам тухăç 17 центнерпа танлашать.
Вырма ĕçĕсене “Нива” ЯХПК-ра вĕçленĕренпе эрне те иртнĕ ĕнтĕ. Вĕсен тухăçĕ - 19,8 центнер. Çак кунсенче “Победа”, “Мочковашский”, “Сура”, “Искра-Хмель” хуçалăхсем вырса пĕтернĕ. Ытти ял хуçалăх кооперативĕсенче ĕçсем малалла пыраççĕ. Палăртмалла, районĕпе чи пысăк тухăç хальлĕхе “Свобода” ЯХПК-н 25,9 центнер, “Коминтерн” хуçалăхăн 22 ытларах, “Аккозинский” - 10 яхăн.
Кĕр аки ĕçĕсене кăçал 4090 гектар пурнăçламалла. Паянхи куна кĕрхи культурăсене 1322 гектар акнă. Ку енĕпе “Нива” хуçалăх аван ĕçлет, 250 гектара яхăн акнă ĕнтĕ, кунти ĕçченсем кĕр акине паян-ыран вĕçлеççĕ. Çавăн пекех “Асамат” 420 гектар, “Коминтерн” 220 гектар çинче кĕрхи культурăсене акнă. “Сура” тата “Искра-Хмель” хуçалăхсем ку ĕçе пуçăнман-ха.
Источник: "Пирěн пурнăç"