Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен премине çиччĕн тивĕçнĕ

29 августа 2007 г.

Çулсеренех ял хуçалăхĕнче, промышленноçра, культурăра, вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче вăй хуракан тăрăшуллă çамрăксене район пуçлăхĕн премине парса чыслаççĕ. Кăçал кун пек чыс-хисепе 7 çамрăк тивĕçрĕç, вĕсене район тата сала юбилейĕсенче администрацин Хисеп грамотине тата преми пачĕç. “Чи çамрăк учитель, вĕрентÿ ĕçченĕ” номинацире Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн аслă вожатăйне Анна Тихонована хакларĕç, “Чи çамрăк спортсмен” - Питĕркасси шкулĕн выпускникне Николай Мытина, “Производствăра, промышленноçра тимлекен чи çамрăк ĕçчен” - райпо тытăмĕнчи аптекăн заведующине Майя Козлована, “Чи çамрăк врач” - райбольницăн врач-терапевтне Зинаида Майорована, “Культурăра вăй хуракан чи çамрăк ĕçчен” - Питĕркассинчи тĕслĕх библиотекăн библиотекарьне Николай Чубайкина, “Право органĕн чи çамрăк ĕçченĕ” - шалти ĕçсен пайĕн милици лейтенантне Александр Балалайкина, “Ял хуçалăхĕн чи çамрăк ĕçченĕ” номинацире “Коминтерн” хуçалăхĕн ĕçченне Александр Абаськина палăртрĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика