17 августа 2007 г.
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ ял хуçалăхне аталанма май паракан тĕп çул шутланать. Производствăна аталантарас текен ертÿçĕсем наци проекчĕпе усă курса çĕнĕ техника туянаççĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма çĕнĕ комплекссем хута яраççĕ...
Акă, “Коминтерн” ЯХПК ертÿçи А.Б. Новикова 11 миллион тенкĕлĕх кредит илсе сысна ĕрчетмелли комплекс хута ячĕ тата ытти мастерскойсемпе складсене тĕпрен юсаса çĕнĕ тĕс кĕртрĕ, территорисене асфальт çитерчĕ, вырăнти тавралăха тирпей-илем кĕртрĕ. Комплексра тăрăшакансен ĕçĕ те чылай çăмăлланчĕ. Кунта пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. 2007 çулта хуçалăха малалла аталантарас тесе татах 7900 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çавăн пекех ĕне витисене реконструкцилес тĕллевпе “Асамат” 49 500 миллион тенкĕлĕх, “Нива” 3069 миллион тенкĕлĕх, “Свобода” 5 миллион тенкĕлĕх, В.Никитин фермер хуçалăхĕ 5,5 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ.
Кăçалхи 7 уйăхра килти хушма хуçалăха аталантарма 370 çемье 42 миллион та 500 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ку йышран 208 çын - Перекет банкĕнчен, 161-шĕ - “Россельхозбанк” УАО-ран илнĕ, 1 çын “Килĕшÿ” кооператив урлă çăмăллăхлă укçа-тенкĕпе усă курнă. Пĕтĕмĕшле илсен, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕренпе районти 850 çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсен хушма хуçалăхне аталантарнă: выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх техники туяннă, ĕне витисем çĕнĕрен тунă...
ЧР Президенчĕн хушăвĕпе кашни ял тăрăхĕнче ял хуçалăх кооперативĕ йĕркелемелле. Çакă ĕç вырăнĕсем туса хума, ял хуçалăх продукцине вырнаçтарма пулăшмалла. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, районти ял тăрăхĕсенче 5 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ йĕркеленĕ. Çакă вырăнти бюджет тупăшне ÿстерме май парать.
Источник: "Пирěн пурнăç"