17 августа 2007 г.
Районта пурĕ 10 ял тăрăхĕ шутланать, анчах та курăмлă, пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçланипе Атнар ял тăрăхĕ ыттисенчен çÿллĕ шайра тăрать. Ял тăрăхĕ вырăнта тирпей-илем, хăтлăх кÿрессипе, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе пуринчен те малта пырать тесе каласан та тĕрĕсех. Кăçал Çĕнтерÿ кунĕнче ял тăрăхĕн администраци çурчĕ умĕнче фонтан ĕçлеме пуçлани çакна çирĕплетет çеç. Кунта пушар деповĕ те пур. Ку пулăмпа вăл, чăннипе те, ыттисенчен уйрăлса тăрать. Республикипе илсен те нихăш ял тăрăхĕнче те пушар деповне йĕркелемен вĕт. Хĕллехи тапхăрта ял урамĕсене юртан тасатас тата ытти ĕçсене пурнăçлас тĕллевпе ял тăрăхĕ нумаях пулмасть ДТ-75 трактор туяннă. Атнарсем пурнăçланă ĕçсем вĕçĕ-хĕррисĕр, вĕсене каласа та пĕтереймĕн.
Пĕр сăмахпа, Атнар ял тăрăхĕ тулли пурнăçпа пурăнать. Кунта, паллах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн А.Кузнецовăн тÿпи пысăк. Александр Николаевич ял тăрăхĕнче çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пыни вăл кунта пурăнакан çынсен пурнăçĕшĕн тăрăшнине уççăнах çирĕплетет. Ахальтен мар Атнар ял тăрăхĕ “Районти чи лайăх ял тăрăхĕ” конкурсра çĕнтерчĕ.
Атнар ял тăрăхĕнчен вĕренмелли, ырă тĕслĕх илмелли сахал мар. Ял тăрăхĕ пĕр вырăнта тăмасть, малаллах ыткăнать. Малашне те çак ял тăрăхĕ çĕнĕ çитĕнÿсемпе, çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерсех, савăнтарсах тăтăрччĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"