Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пучах» ача сачĕн - çĕнĕ вăйă вырăнĕ

11 августа 2007 г.

Ачасен çутă малашлăхĕшĕн тата вĕсене тĕрĕс ÿссе аталанма майсем туса парассишĕн ЧР Правительстви те, район пуçлăхĕ А.И.Криков та тăрăшса ĕçлеççĕ. Кăçал Ача çулталăкĕ пулнă май, Указа пурнăçласа район пуçлăхĕ “Кашни ача садне - вăйă вырăнĕ” йышăнăва (2007 çул, июлĕн 4-мĕшĕ, 297 №) алă пуснă, çак ĕçре ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пулăшу пама сĕннĕ. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов тÿрех ĕçе пуçăннă тесен те йăнăш мар. Вăл пĕтĕм ĕçе хăйсем çине йышăнса, строительство материалĕсене тупса вырăнти “Пучах” ача садĕнче ачасене вылямалли крепость туса панă. Акă, августăн 8-мĕшĕнче “Пучах” ача-пăча садĕнчи шăпăрлансем территоринчи хатĕр çĕнĕ крепоçе курса савăннă. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, унта тăрăшакан воспитательсем ял тăрăхĕнчи специалистсене, педагогсене пулăшу панăшăн чунтанах тав тунă.

Халĕ кунти ача садне çÿрекенсем вăйă площадкин çĕнĕ çуртĕнче выляса савăнаççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика