21 июля 2007 г.
Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов ял территорийĕнчи йĕркелĕхшĕн, тирпейлĕхпе тасалăхшăн ырми-канми тăрăшать.
Вăл вĕçĕм шыравра, усăллине, кирлине шутласа-шырасах тăрать, хăвăрт пурнăçа кĕртет. Кунта çĕнĕлĕх вăй илсе пырать тесе уççăн тата çирĕппĕн калама пулать. Çакă ял тăрăхĕн администраци çурчĕ умне çитсенех курăнать: йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать, чечек клумбисем илĕртеççĕ, фонтан ĕçлет, пырса çÿрекенсем валли ларса канма саксем пур, çурта тĕпрен евроюсав тунă. Нумай пулмасть, республикăри ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен семинарĕ кунта иртрĕ, килнисем атнарсен çитĕнĕвĕсене курса тĕлĕнчĕç, вĕсен ĕç опычĕсене ăша хыврĕç. Ял тăрăхĕн хăйĕн пушар деповĕ пур. Кун пекки республикăра пĕрре. Анчахрах атнарсем ДТ-75 трактор туяннă. Техника пурри хĕллехи тапхăрта ял урамĕсене юртан тасатас, пĕвесене пăхса тăрас ĕçсенче пысăк пулăшу кÿмелле. Ял çыннисене те кирлĕ чухне техникăпа пулăшма пултараççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ял тăрăхĕнче трактор тĕп вăй пулĕ.
Тепĕр тĕлĕнмелле япала пур. Кунта велосипедсем лартмалли ятарлă вырăн ăсталанă. Ял тăрăхне ĕçпе пыракансем хăйсен 2 урапаллă транспорчĕсене йĕркеллĕ лартса хăварма пултараççĕ.
- Килекенсем хăйсен 2 кустăрмаллă “техникисене” çурт çумне тата ытти вырăнсене тăратасран çакăн пек мел шутласа тупрăмăр. Çакă халăхшăн усăллă япала. Ют çĕршывсенче йăлт çавăн пек. Эпир мĕнрен кая; Ăстисем хамăр ĕçченсемех. Ку енĕпе пушар деповĕнче тимлекен А.А.Туйманкин питĕ пултаруллă, алли “ылтăн” унăн. Халĕ администраци çурчĕ умне чечек лартмалли савăтсем ăсталатпăр. Мĕнрен тетĕр-и; Строительство ĕçĕсем хыççăнхи тимĕр-тăмăртан, сăрă банкисенчен. Нимĕн те сая ямастпăр, кирлĕ мар япаларан паха хатĕр ăсталама тăрăшатпăр. Хамăршăн ĕçлетпĕр-çке, килен-çÿрене те кĕрсе тухма кăмăллă пултăр тетпĕр. Халăх ырă кăмăлпа килсе кайни пирĕн ĕçченсене савăнтарать, татах та тăрăшарах ĕçлеме хистет, - пĕлтерчĕ Александр Николаевич.
Çапла, атнарсен ĕçĕсем пур енчен те курăмлă, кăтартăвĕсем савăнтараççĕ, сăмаха ĕçпе çирĕплетеççĕ. Ыттисемшĕн вĕсем чăннипех ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"