27 июня 2007 г.
Утă çи çитрĕ. Ăнăçлăх ĕçе вăхăтра пурнăçланинчен, паха утă пухса кĕртнинчен, сенажпа силос çителĕклĕ янтланинчен килет.
«Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕнче те утă çи вăй илсе пырать. Механизаторсем халĕ косилкăсемпе утăлăх, сенажлăх курăк çулаççĕ, ытти техника та выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре.
Атнарсем çу кунĕсенчи хаклă вăхăта çухатас мар тесе ĕçе кирлĕ пек йĕркеленĕ: пĕрисем сенаж хатĕрленĕ çĕрте тимлеççĕ, тепĕр бригада утă çулса типĕтессипе тăрăшать. Акă, Н.Краснов выльăх апачĕ хатĕрлемелли Дон-680 комбайнпа ир пуçласа мĕн каçчченех хирте ĕçлет. И.Майоров механизатор Е-303 агрегатпа нумай çул ÿсекен курăксене çулса тăрать. Г.Игушкин Газ-САС-3507, В.Романов ГАЗ-53 автомашинăсемпе, И.Пономарев, О.Чишкин, Ю.Козлов урапаллă тракторсемпе симĕс массăна комплексри сенаж траншейине турттарса тăраççĕ. А.Туйманкинпа А. Григорьев механизаторсем вара тракторсемпе курăка пусăрăнтарса пыраççĕ. Унтах Л.Башкировпа В.Трифонов сенаж пахалăхĕшĕн тăрăшаççĕ, пусăрăнтарнă курăк çине патока, лактофид (хушма витамин), тăвар сапса тăраççĕ. Çапла туни апат пахалăхне чылай ÿстерет. Палăртмалла, майăн 25-мĕшĕ тĕлне атнарсем 700 тонна яхăн сенаж хатĕрленĕ ĕнтĕ, планпа вара 5000 тонна чухлĕ янтламалла.
Утă хатĕрлекенсен те канăç çук. Çанталăк типĕ тăнипе усă курса çине тăрса çулаççĕ, типĕтсе те тĕркемсем туса ферма çывăхне турттараççĕ. Тĕп агрономпа Н.Вороновпа тĕл пулса калаçрăмăр, хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра И.Пономарев механизатор 130 гектар çинчи курăка çулнă, Ю.Татаров кĕрепле кăкарнă тракторпа хĕвелпе кушăхнă утăна тавăрса тăрать, Н.Степанов пресс-подборщик агрегатпа тĕркемлет, А.Сидоров хатĕр утăна тиесе пырать. Ĕç кал-кал пырать. Кашни механизатор хăй тивĕçне пĕлсе пурнăçлать. Кунта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе чăннипех комплекслă механизациленĕ.
Хĕвел хĕртсе пăхнă чух ĕçсĕр ларма вăхăт çук. Курăксене иртерех çулса кĕске вăхăтра сенаж янтланине нимĕн те çитмест. Пахалăхлă апат ытларах хатĕрлени хĕллехи тапхăрта выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ÿстерет. «Коминтерн» ЯХПК ĕçченĕсем çакна лайăх туяççĕ. Вĕсен выльăх-чĕрлĕх йышĕ те пысăк, вĕсене тăрантарма сахал мар утă-улăм, сенаж-силос кирлĕ. Çакна пĕтĕмпех шута илнĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"