09 июня 2007 г.
Ял çыннине пурнăç тытса пыма хальхи вăхăтра çăмăл мар. Ял хуçалăхĕсенче шалу пĕчĕк, ĕç тупасси хĕн. Харпăр хăй хуçалăхне тытса тăма, ача-пăча çитĕнтерме сахал мар тăкакланмалла. Çакăн пек йывăрлăхран тухмалли çăлăнăçа кашни хăйне май шырать. Хăшĕ хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ пахча çимĕçе сутса тупăш тăвать, тепри кунсерен патшалăха сĕт парать, алла чĕрĕ укçа тытать. Мĕн пытармалли пур, ялсенчи çынсенчен ытларах пайĕ сĕт панă укçапа çеç пурнăçа тыткаласа пырать. Укçаллă пулас шутпа аякка ĕçлеме тухса каякансем те сахал мар.
Ман шутпа, тăван ялтах тупăш тума майсем пур. Ку енĕпе банксем кредит уйăрса пама та хатĕр. Сăмахран, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе районти Перекет банкĕ, “Россельхозбанк” УАО тата “Килĕшÿ” кооператив çăмăллăхлă кредит параççĕ. Çĕр ĕçĕпе ĕçлекен, хушма хуçалăх тытакан çемьесемшĕн питĕ аван вăл. Кĕске вăхăт хушшинчех хăв ĕмĕтленнине пурнăçлаятăн. Çак кредитпа выльăх-чĕрлĕх витине тума та, çĕр ĕçĕнче кирлĕ пĕчĕк калăпăшлă тракторсем туянма та... ирĕк пур. Çуллахи вăхăтра уйрăмах пĕчĕк калăпăшлă тракторсем (вĕсен йышне мотоблоксем те кĕреççĕ) килте пурри çăмăллăх. Вĕсене район çыннисем туянса пăхрĕç, усси пуррине те палăртаççĕ. Апла пулсан наци проекчĕпе палăртнă çăмăллăхлă кредитпа усă курса юлмалла.
Районĕпе илсен, июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 230 çын 26 207 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Уйрăмах Ачкасси ял тăрăхĕнчи çынсем патшалăх пулăшăвĕпе анлă усă кураççĕ, пурĕ 40 çын. Пĕлтĕр те ку тăрăхра пурăнакансем кредит илессипе вăй хунă. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи уйрăм хушма хуçалăх тытакан 63 çемье те хуçалăхĕсене тĕреклетнĕ. Атнар ял тăрăхĕнче - 25. Палăртмалла, Атнар ял тăрăхĕнчи Березовка ялĕнче пурăнакан Ю.Лаптев хушма хуçалăха аталантарассипе пĕтĕм вăйне хурать, çăмăллăхлă кредит та илнĕ. Унăн хуçалăхĕнче 6 ĕне шутланса тăрать. Çитес вăхăтра тăрăшуллă çĕр ĕçченĕ ĕне ферми тăвасшăн. Килте “хурçă учĕ” пуррипе утă-çулăмне самаях янтлать вăл. Çакăн пек çынсенчен тĕслĕх илмелле.
Питĕркассинчи хушма хуçалăх тытса пыракан И.Аликов та патшалăх пулăшăвĕпе ăнăçлă усă курать. Нумаях пулмасть вăл хăйĕн мăшăрĕпе çăмăллăхлă кредит илнĕ, ăна выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕçре тăкакланă. Патшалăх уйăрса панă укçапа 6 сысна çури, ĕне туяннă. Çăмăллăхлă кредитпа ял çыннисем выльăх витине çĕнетнĕ е çĕнĕрен тунă çĕрте те усă кураççĕ. Акă, Тралькасси ял тăрăхĕнчи Сергей Валерьевичпа Раиса Ивановна Алжейкинсем пĕлтĕрех, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ пурнăçа кĕрсен, 90 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çак укçапа тĕллевлĕн усă курнă вĕсем, ĕне туяннă. Çавăн пекех кирпĕчрен çĕнĕ выльăх вити çĕкленĕ.
Патшалăх укçи хушма хуçалăха аталантарма, хресчен пурнăçне лайăхлатма пулăшнине ăнланса илсе район çыннисем “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе туллин усă курасса шанас килет.
Источник: "Пирěн пурнăç"