06 июня 2007 г.
Паянхи пурнăçра пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Çĕнĕ вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хушать, кивĕ тытăмсенчен тĕппипех хăтăлса çитмесĕр ÿсĕм-çитĕнÿ тăвасси пирки ĕмĕтленме те кирлĕ мар. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене те паянхи пурнăç вĕçĕмех çĕннине, усăллине, кирлине шыраса тупма, вĕсене çул пама хистет.
Вырăнти влаç тытăмĕн органĕсен реформи çула тухнăранпа вăхăт нумай иртмен-ха, анчах кĕске тапхăртах вĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче палăрăмлă ырă улшăну сахал мар. Халăх шанăçне тивĕçнĕ пуçлăхсем ĕç çыннисен тĕрлĕ ыйтăвне татса памашкăн пуçаруллăрах хутшăнма тытăнни куç умĕнчех. Атнар ял тăрăхне (пуçлăхĕ - Александр Николаевич Кузнецов) илес пулсан кунта çĕнни чылай вăй илнĕ. Чи малтанах çакă Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ умне çитсенех курăнать. А.Н. Кузнецов кунта чылай ĕç туса ирттернĕ, çурт тул енчен те, шал енчен те хăтлă, илемлĕ. Çавăн пекех çурт умĕнче чечексем валли те чылай вырăн тупăннă, фонтан та ĕçлет. Ку, паллах, Атнар ял тăрăхĕн сăн-сăпатне палăрмаллах çĕнетет, улăштарать. Майăн 24-мĕшĕнче тăватă районăн (Хĕрлĕ Чутай, Улатăр, Çĕмĕрле, Пăрачкав) пуçлăхĕсемпе вĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен зонăри семинарĕ Атнар тăрăхĕнче иртрĕ. Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ В.И. Максимов унта хутшăнса республикипе те кун пек çитĕнÿ Атнар тăрăхĕнче çеç пулнине, ыттисен вара атнарсенчен тĕслĕх илме тăрăшмаллине пĕлтернĕ.
Атнар ял тăрăхне 11 ял кĕрет. Вĕсенче, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, 2654 çын пурăнать, 740-шĕ 60 çултан иртнĕ ватăсем, çул çитмен 220 çамрăк, тулли мар 34 çемье, 8 япăх çемье. Çавăн пекех ял тăрăхĕнче 3 библиотека, 2 Ваттисен çурчĕ пур. Атнар ял администрацийĕ ял çыннисене пурăнма условисем туса парассипе те иртнĕ çул чылай ĕçленĕ. Питĕркасси тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсемпе килĕшÿ туса пушар деповĕ хута кайнă, ăна валли шыв илсе тăма пĕве тунă, кун пеккине районти ытти ял тăрăхĕсенче йĕркелемен.
Çавăн пекех атнарсен масарсенче те тирпей-илем хуçаланать. Масарсем умĕнче çÿп-çап валли ятарласа пĕлтĕр контейнер лартнă. Иртнĕ çулах Атнар ялĕн масарĕн картине 765 метр тăршшĕ улăштарнă.
Атнар ял тăрăхĕ паянхи кун ялсен хушшисенчи кĕперсене тăвассипе тата Туканаш ялĕнчи библиотекăна хăйсен вăйĕпе юсаса çĕнетессипе тăрăшать. Çавăн пекех çитес вăхăтра çул-йĕре тасатса тăма бульдозер-трактор туянма, Березовка, Хĕрлĕ Çыр ялĕсен çăвисен картисене çĕнетме, часавай лартма палăртнă...
Юлашкинчен вулакана çакна сĕнес килет: атнарсен çитĕнĕвĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пултăрччĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"