31 января 2007 г.
Иртнĕ канмалли кунта Атнарта ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шахматистсен турнирĕ иртнĕ. Ăна спорт шкулĕн тренерĕ А.Туйманов йĕркелесе ертсе пынă, тĕп судйи шкулти физкултура учителĕ Ю.Павлов пулнă.
Турнира пурĕ 27 спортсмен хутшăннă. Малти вырăна çĕнсе илессишĕн кашни хастар кĕрешнĕ. Акă, ăнăçу Атнарти вăтам шкулĕнче вĕренекен Алексей Савельев енче пулнă. Вăл пурне те парăнтарса чи пысăк хисепе - Кубока тивĕçнĕ, иккĕмĕш - Анатолий Хораськин (Атнар ялĕ), виççĕмĕш - Леонид Петров (Урикасси ялĕ).
Çĕнтерÿçĕсене Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланă, А.Н.Кузнецов спортсменсене малашне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма чĕнсе каланă.
Источник: "Пирěн пурнăç"