Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçлă ĕçлеме пĕлсен ÿсĕм пулатех

13 января 2007 г.

 “Коминтерн” ЯХПК районти чи лайăх аталанса пыракан хуçалăх шутланать. Ăна чылай çул ĕнтĕ ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Б.Новикова ертсе пырать. 2005-2006 çулсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас енĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн, ял хуçалăх ертÿçисем хушшинчи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Альбина Борисовна Новикована ЧР Президенчĕ Н.Федоров I степеньлĕ Дипломсем парса чысланă.

       “Коминтерн” ял хуçалăх производство кооперативĕнче тухăçлă ĕçлеме пĕлеççĕ. Кунта аш-какай, сĕт ытларах туса илессишĕн пĕтĕм вăя хурса тимлеççĕ. Кăтартăвĕсем вара чăнах та савăнтараççĕ. Малтанхи çулсенче хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх  ĕрчетесси çине ытларах витĕм тунă, сыснасем те сахал мар пулнă. Анчах юлашки çулсенче сысна комплексне наука ыйтнă пек çĕнĕ технологипе ĕçлеттерессине тĕпе хураççĕ. Производство кооперативне ăнăçупа çитĕнÿ кÿрекенни шăпах çакă пулнине кунта аван ăнланаççĕ. Акă, 2005 çулта комплексра 770 пуç сысна пулнă, 2006 çулта ăна 1325-е çитернĕ, кăçал çулталăк хушшинче вĕсен шутне 2700-2800 пуçа çитерме палăртаççĕ.

Çулталăкри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2005 çулта хуçалăх пурĕ 254 тонна аш-какай хатĕрленĕ, вĕсенчен сысна ашĕ 90 тонна шутланнă, 2006 çулта пурĕ 284 тонна аш туса илсе сутнă, сысна ашĕ туса илесси 116 тонна çитнĕ. “Тата ытларах туса илме май пурччĕ, сысна комплексĕнче строительство ĕçĕсем хĕрсе пынăранах продукци илесси кăштах чакрĕ”, - пĕлтерчĕ А.Б. Новикова.

      Ума чăннипех те пысăк тĕллев лартнă Альбина Борисовна. Çине тăрса вăй хурсан вĕсене пурне те пурнăçа кĕртме пулать. Çакна çирĕп шанать ертÿçĕ.

        Палăртмалла, Туканашри сысна ферми унччен те пысăк кăтартусемпе палăрнă. Анчах та пурнăç çĕнĕлле шухăшлама, тухăçлăн ĕçлеме хушать. Ĕлĕкхи оборудованисемпе тупăшлă ĕçлесе пыма пулмастех. Çакна ăнланса ĕнтĕ А.Б.Новикова сысна витисене реконструкцилесе пырать, тухăçлă ĕçлекен паянхи кун шайĕнчи оборудованипе пуянлатать. Çакă унта тăрăшакансен ĕçне чылай çăмăллатать, вăхăта перекетлет. Акă, 1325 сыснана пăхса тăрассипе 4 çын тимлет. Вĕсем: Г.Владимирова, С.Афанасьева, Л.Смалайкина, И.Сорокина. Унсăр пуçне çĕнĕ оборудованисене пăхса тăракан инженер-механиксем пур. Заведующи тивĕçĕсене С.Е.Мазиков пурнăçласа пырать. Çак ĕçре вăл чылай çул тимлет. Коллективра та ăна хисеплеççĕ, вăл - шанчăклă çын.

      Çĕнетсе улăштарнă, çĕнĕлле ĕçлекен сысна витисене пăхса çаврăнма май килчĕ. Кунта йăлт урăхла: самăртма хупнă сыснасем хăйсем уйрăм секцисенче тăраççĕ, çăвăрлаттармалли палатăсем пурĕ пиллĕк, пĕтĕлентермелли цех тата ытти те. Вĕсене тăрантарассине те тĕлĕнмелле йĕркеленĕ: комбикорм пăрăх тăрăх пырать, шыв пырассине те ĕмкĕч ĕмнĕ пек технологипе вырнаçтарнă. Ăнланмалларах каласан, сыснасем хăйсемех апатланаççĕ, витесенче тасалăх хуçаланать, сыснасем шап-шурă та самăр тăраççĕ. Каяшне тасаласа кăларасси те пĕтĕмпех çĕнĕлле.

       Комплексра строительство ĕçĕсем паянхи кун та хĕрсе пыраççĕ-ха. Сыснасен шутне ÿстерсех пыма тĕллев лартнăран, çĕнĕ цехсем йĕркелесе ямалла. Ку пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă.

        “Раççей Президенчĕ ял хуçалăхне аталантарас тĕллевпе йышăннă наци проекчĕ палăртнă çăмăллатнă кредитсем вырăнлă пулчĕç. Çавăнпа усă курса 11 миллион тенкĕлĕх кредит илтĕмĕр, хамăр 4 миллион хушса пĕтĕмпех  сысна комплексне ура çине тăратасси çине ятăмăр. Строительствăра ытларах вырăнти специалистсем ĕçленине палăртмалла”, - пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи А.Б.Новикова.

          Предприятире вăй хуракансен ĕç укçи те пĕчĕкех мар тата унпа вăхăтра тивĕçтереççĕ. Çавăнпа комплексра кадр ыйтăвĕ енчен йĕркеллех.

        Мĕнех, ĕçлекен, тăрăшакан, мал ĕмĕтлĕ çын яланах малалла пăхма тăрăшать. “Коминтерн” ЯХПК ертÿçи А.Б. Новикова - шăпах çавăн пеккисенчен пĕри. Вăл кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлет, ĕç çыннисенчен те çирĕп ыйтать. Халăх ăна шанать, апла пулсан малашне ума лартнă тĕллевсем пурнăçланасси иккĕлентермест.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика