01 декабря 2006 г.
Иртнĕ шăмат кун Атнар шкулĕ 110 çул тултарнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕ. Уява хатĕрленсе ирттерес тĕллевпе шкулта тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисен фотостендне, кунта вĕренекенсен паянхи пурнăçне сăнласа паракан хаçатсене, тĕрлĕ кружока çÿрекенсен ал ĕçĕсен куравне йĕркелерĕç.
Уява сумлă хăнасем чылаййăн пухăннă, пурте вĕсем шкула парне турĕç. Район пуçлăхĕ А.Криков шкул коллективне чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕ, шкула юбилей ячĕпе телевизор парнелерĕ, вĕрентÿ ĕçĕнче палăрнă учительсене Хисеп грамотипе наградăларĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Шереметьева шкула цифрăллă фотоаппарат парнелерĕ, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума, хальхи пурнăç таппинчен юлмасăр ĕçлесе пыма çирĕп сывлăх, вăй-хал сунчĕ.
Малалла Атнар шкулĕнче тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă паллă çынсем сăмах илчĕç, вĕсем пурте шкула хаклă парнесем пачĕç.
Пуриншĕн те хумхануллă та савăнăçлă самант вăл - Атнар шкулĕн историйĕпе паллаштаракан кĕнекен презентацийĕ. Ку кĕнекене кунти таврапĕлÿçĕ, Атнар шкулĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă учитель М.Хураськин çырнă.
Çапла, Атнар шкулĕ пурăнать, унăн хăйĕн историйĕ пур. Кунта ĕçленĕ тата хальхи вăхăтра тăрăшакан учительсем сахал мар ачана пурнăçăн анлă та такăр çулĕ çине тăратнă. Вĕсем - мухтава тивĕçлĕ çĕр ĕçченĕсем, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, учительсемпе врачсем, çар çыннисем... Шкулти пуян опыт пухнă вĕрентекенсем çĕнĕ ăрăва йывăр вăхăтра хăюллăн утма ăс-тăн параççĕ. Апла пулсан, учительсене çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, пархатарлă кун-çул сунар.
Источник: "Пирěн пурнăç"