11 октября 2006 г.
Инкек куçа курăнса килмест. Яланах сыхă пулнине нимĕн те çитмест. Темиçе çул ĕнтĕ пушар хурал чаçĕ ял тăрăхĕсенче пушар машинисем тытса тăма сĕнет. Ун чухне инкекпе кĕрешме те çăмăлрах пулĕччĕ. Тепĕр чухне вара пĕр вăхăтрах темиçе вырăнта “хĕрлĕ автан” авăтса яни те пулкалать. Кун пек самантра пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсене питех те йывăр килет.
Ял тăрăхĕсенче пушар деповĕ йĕркелесе ярассипе ĕçлеççĕ-ха, анчах хальлĕхе хут çинче çеç. Мĕншĕн тесен депо уçма çăмăл мар, чылай документ хатĕрлемелле, укçи-тенки те сахал мар кирлĕ. Анчах ума тĕллев лартнисем ĕçе вĕçне çитереççех. Акă, Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов хăй сăмахне тытрĕ темелле, иртнĕ эрне кун кунта пушар посчĕ хута кайнă. Ăна уçнă çĕре Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ В.И.Трофимов килсе çитнĕ. Унта райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ И.Л.Хораськин, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру уйрăмĕн начальникĕ А.С. Смирнов, районти пушар хурал чаçĕн начальникĕн çумĕ А.И.Наумов, Хĕрлĕ Чутай тата Питĕркасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.К.Романовпа А.Т.Дмитриев тата ыттисем, вырăнта пурăнакансем хутшăннă.
В.И.Трофимов хăй сăмахĕнче Атнар ял тăрăхĕнче халăхшăн питĕ кирлĕ депо уçăлни çинчен мухтанса пĕлтернĕ, ку ĕçре А.Н.Кузнецовăн тÿпи пысăк пулнине палăртса хăварнă, ытти ял тăрăхĕсенче те çакăн пек постсем кирли çинчен асăннă. Çавăн пекех В.И. Трофимов Атнар ял тăрăхĕнчи пек депо республикăри нихăш ял тăрăхĕнче те çук пирки мухтанса калаçнă, атнарсене малашне те тăрăшса ĕçлеме телей, ăнăçу суннă. Çак объект хута кайнă ятпа саламлакансем татах та пулнă.
Юлашкинчен пухăннисем депопа тĕплĕнрех паллашнă, Атнар ял тăрăхĕнче пысăк ĕç туса ирттернине куçпа курса савăннă, тĕлĕннĕ.
Сăмах май, пушар машини ĕçе хатĕр ĕнтĕ, депора ĕçлекенсем те пур. Малашне кунта 4 çын ĕçлеме тытăнĕ.
Автортан: “Ÿркенмен ăста пулнă”, - теççĕ халăхра. А.Н.Кузнецов ĕç çине çирĕппĕн пăхать. Вăл Атнар ял тăрăхне ертсе пыма пуçланăранпа вăхăт нумай мар иртрĕ. Çак кĕске хушăрах вăл чылай ĕç турĕ, татах та тумалли нумай. Унăн ĕçĕ куç умĕнче. Халăх ырлăхĕшĕн лара-тăра пĕлмесĕр ĕçлет вăл. “Ырă туни ырăпа таврăнать”, - теççĕ. Çапла пултăрччĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"