30 сентября 2006 г.
Уттапăрĕнчи Ваттисен çуртне çитсенех куç умне палланă сăнсем тухаççĕ, чылайăшĕ кунта иккĕмĕш çул пурăнать ĕнтĕ. Кинемейсемпе мучисем хăнасем килсен тÿрех хирĕç тухаççĕ, сăмах ваклама пуçлаççĕ. Хăшĕ-пĕрин куçĕнче тунсăх та сисĕнет. Ахăртнех, такама кĕтеççĕ вĕсем. Тен, ывăл-хĕрне, мăнукне е çывăх тăванĕсене пулĕ... Курма килекенсене вĕсем хăй патне-и, теприн патне-и, çав-çавах ăшă туйăмпа йышăнаççĕ, пĕри-теприншĕн савăнаççĕ. Ăнланмалла вĕсене, ĕмĕр тăршшĕпе тăван килте пурăннă хыççăн ватлăхра аякра пурăнма çăмăл мар, чĕрене тунсăх пусать-çке, чун йĕрет. Мĕнех тăвăн, шăпаран иртеймĕн. Паянхи куна кунта 24 ватă хÿтлĕх тупнă.
Акă, Елена Алексеевна Ивандаеванах илер. Вăл кунта мĕн Ваттисен çурчĕ уçăлнăранпах пурăнать, икĕ çул ĕнтĕ. Е.А.Ивандаева Пĕчĕк Этмен ялĕнче 1962 çулта çуралнă, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Ашшĕ-амăшĕ пурăннă чухне хĕр хăйне аван туйнă, йывăрлăхсене сиссех кайман. Кил хуçисем çĕре кĕнĕ хыççăн Елена хуçалăха тытса пырайми пулнă, чирĕ те аптăратнă. Пĕртăван пиччĕшĕ пур-ха унăн, анчах вăл та аякра пурăнать. Кил-çуртра арçын çукран, пÿрт, хуралтăсем тайăлса пынă, кăмаки те йăшнă. Социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем Еленăн пурнăçĕпе интересленсех тăнă, хăйсен хÿттине илнĕ. Уттапăрĕнче Ваттисен çурчĕ уçăлсан çамрăк хĕрарăма унта вырнаçтараççĕ. Елена кунти пурнăçпа питĕ кăмăллă. Кун пек ырлăха вăл килте те курманни çинчен тулли кăмăлпа каласа парать. Социаллă ĕçченсемпе пĕр чĕлхе тупнă вăл. Елена кунта уйрăм пÿлĕмре пурăнать. Шалта хăтлă та тирпейлĕ. Ăна утса çÿреме йывăртарах пулин те, тирпей-илемшĕн хытах тăрăшать: урайне палас илсе сарнă, стенасем çине - кавирсем, йĕри-тавра чечек... Хальлĕхе вăл пурăнакан пÿлĕм чи илемли тесе шутлаççĕ. Е.Ивандаева малашне те хăйне йĕркеллĕ тытма, пÿлĕме татах та хăтлăрах тума шантарать.
Кунтах хÿтлĕх тупнă Анна Петровна Лашинан та шăпи çăмăл килмен. Вăл Уйпуç ялĕнче çуралнă, 80 çула çитсе пырать, Ваттисен çуртне киличчен СХТра пурăннă. Пĕчченех. Çемйи çук. Ватă пулин те сывлăх енчен аптăрасах каймасть, çивĕч çÿрет, çынпа хăвăрт туслашать. Эпир пынă чухне те пире ăшшăн кĕтсе илчĕ, ăçтан, камсем пулнине хăвăрт ыйтса пĕлчĕ. Эпĕ унпа тĕплĕнрех паллашас терĕм.
Анна аппа тракторист пулнă. Хаяр вăрçă çулĕсем хыççăн хĕр МТС-ра пĕлÿ илсе “хурçă ут” çине ларнă. Вăл вăхăтра районти чылай хĕр тракторист ĕçне вĕреннĕ, ялсем тăрăх суха туса çÿренĕ, тырă акнă.
- Эпир арçынсенчен кая мар тракторпа ĕçленĕ, хамăрах ăна юсанă. Йывăр пулчĕ, паллах, анчах пуçа усман. Ĕмĕр тăршшĕпе çак ĕçре ĕçлерĕм. Эпир Енкĕлт ялĕнчи Ольга Михуткинапа туслă пулса, ăмăртса ĕçлеттĕмĕрччĕ. Тĕл пулсан халĕ те çамрăклăха аса илсе чылай калаçатпăр. Хĕрарăм-трактористсенчен чылайăшĕ çĕре кĕчĕç ĕнтĕ. Качча кайман эпĕ. Малтанах çемье çавăрасси çинчен шутламан, çулсем иртнĕçемĕн пушшех те. Турри çапла çырнă пулĕ. Ваттисен çуртĕнче хама лайăх туятăп, социаллă ĕçченсем хамăн ачасем пек туйăнаççĕ. Кунта эпĕ пĕччен мар, пурте тус-юлташсем, - терĕ ĕç ветеранĕ.
Унта пурăнакансемпе сыв пуллашнă чухне те Анна аппа пире алăк патне çитичченех ăсатса ячĕ, килсе курнăшăн чĕререн тав турĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"