Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хир карапĕсем тырă пуссинче

02 августа 2006 г.

Район уй-хирĕсенче вырма ĕçĕ пуçланчĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртес ĕçе “Коминтерн” ЯХПК ĕçченĕсем пĕрремĕш пуçăнчĕç. Кунти вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе район пуçлăхĕ А.И.Криков хăй интересленнĕ, специалистсемпе тĕл пулса калаçнă, çĕр ĕçченĕсене хĕрÿ ĕçре ăнăçу суннă. Вĕсем хыççăн, тепĕр кунне, “Асамат”, “Нива” ял хуçалăхĕсенчи, В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи “хир карапĕсем” тулă пуссине тухрĕç. “Аккозинский” ЯХПК ĕçченĕсем вара кĕрхи ĕçсене пăрçа пуссинчен пуçларĕç.

“Коминтерн” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи А.Б.Новикова пĕлтернĕ тăрăх, августăн 1-мĕшĕ тĕлне комбайнсем (пурĕ тăваттă) кĕрхи тулă ани çинче ĕçлеççĕ, хальлĕхе 110 гектар пухса илнĕ те ĕнтĕ, йĕтем çинче 360 тонна кĕрхи тулă выртать, тухăçĕ 30 центнерпа танлашать.

Хăватлă “Дон-1500” комбайнсене И.Пономаревпа В.Чумаков, Ю.Козловпа Б. Алексеев тухăçлă ĕçлеттереççĕ. СК-5 “Нива” штурвалне Г.Трифоновпа А.Терушкин, Ю.Степановпа В.Ешмейкин тытса пыраççĕ. Тĕшĕленĕ тырăна машинăсемпе Ю.Наштыков, Г.Наумов, О.Сапожников йĕтем çине турттарса тăраççĕ. Кунтах вырса илнĕ тыр-пула тасаласа типĕтессипе, кĕлете кĕртессипе пысăк бригада ĕçлет. Сăмах май, пур çĕрте те кĕрхи  ĕçсен шавĕ тăрать.

“Асамат” хуçалăхри Сĕнтĕкçырми тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене пухса кĕртессипе хастар ĕçлеççĕ. Хальлĕхе 70 гектар  кĕрхи тулă пухса илнĕ, тухăçĕ гектартан 20 центнер тухать.

В.Никитин фермер хуçалăхĕн кăтартăвĕсемпе интереслентĕмĕр. Кĕрхи тулă гектар пуçне 20 центнер тухăç парать.

Пĕтĕмĕшле илсен, паян ял çынни канăçсăр туйăмпа пурăнать: выльăх апачĕ янтламалла, кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлемелле. Халĕ вара вырма ĕçĕсем те пуçланчĕç. Пур ĕçе те вăхăтра тумалла.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика