24 июня 2006 г.
- Вырăнти хăй тытăмлăх органне ертсе пырасси - тертлĕ те яваплă ĕç. Çĕнĕ саккун çĕнĕлле ĕçлеме хушать. Ĕçĕ вара нумай. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - вырăнти хăй тытăмлăхăн çĕнĕ реформине пурнăçлама кÿлĕнесси, Чăваш Енĕн 2010 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ĕçĕсене пурнăçа кĕртесси, РФ Президенчĕ ВĕПутин палăртнă наци проекчĕсене вырăнта пурнăçласа пырасси. Унпа пĕрлех ЧР Президенчĕ НĕФедоров палăртнă “Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ” Указа ĕçпе çирĕплетесси тата ытти те.
- Александр Николаевич, паян Атнар ял тăрăхĕ мĕнле пурăнать;
- Пирĕн ял тăрăхĕ районта чи пысăккисенчен пĕри, ялсен шутне илсен. 11 яла пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче 2800-е яхăн çын пурăнать. Кунта “Коминтерн” ЯХПК вырнаçнă, ветеринари участокĕ, вăрман хуçалăхĕ, 1 вăтам шкул, “Колосок” ача сачĕ, 8 лавкка, фельдшер пункчĕ 3,библиотекăсем. Ваттисен çурчĕсем 2, çыхăну уйрăмĕ пур. Пĕтĕмлетсе каласан, пысăк карапа пысăк тинĕс тенĕ евĕр, ял пуçлăхĕн те ĕç калăпăшĕ вĕçĕ-хĕррисĕр.
Анчахрах Шупашкарта “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин пĕрремĕш съезчĕ иртрĕ. Унта ЧР Президенчĕ Н.Федоров ялсенче йĕрке тăвассипе, унта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассипе тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Акă, Урикасси ялĕнче октябрь уйăхĕ тĕлне унта пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессишĕн тăрăшса ĕçлетпĕр. Трапай ялне те çак ырлăха çитерме документсем хатĕрлетпĕр. Территоринче вырнаçнă ялсене “кăвак çулăм” кĕртсе пĕтернĕ ĕнтĕ, Красный Ярпа Кишлĕ ялĕсенче кил-çуртсене электричествăпа хутса ăшăтассине йĕркелесшĕн.
- РФ Президенчĕ палăртнă наци проекчĕсем ял тăрăхĕнче мĕнле пурнăçланса пыраççĕ;
- Вĕрентÿ енĕпе илсен, Туканаш ялне “Шкул автобусĕ” çÿретме палăртнă. Ку, паллах, райадминистраципе пĕрле туса ирттермелли ĕç, çул-йĕре юсаса çĕнетмелле. автобус валли чарăну вырăнĕсем тумалла.
Медицинăпа шутласан, Атнарта врач офисĕ уçмалла. Хальхи вăхăтра кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ, июль уйăхĕнче вăл хута каймалла.
“АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртессипе те тимлетпĕр. Кунти ял тăрăхĕ валли пурĕ 2 миллион та 400 пин тенкĕ уйăрса панă. Çак укçапа вăхăтра усă курса юлас тесе тăрăшса ĕçлетпĕр.
Кил-çурт çĕклеме шутланă çынсене субсиди илме пулăшатпăр. Акă, “Çамрăк çемье” программăпа Н.П.Вазиков хваттер туянчĕ. Çапла вара, халăха ĕçлеме. лайăх пурăнма патшалăх енчен çăмăллăхсем пурри питĕ аван.
- Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çывхарать. Çырава мĕнле хатĕрленетĕр;
- Хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех туса пыратпăр. Ялсенче пурăнакансем патне çитсе выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк шутне палăртрăмăр. Çырава хатĕрленсе ял тăрăхĕнче ятарлă пÿлĕм хатĕрлерĕмĕр, оборудованисем вырнаçтартăмăр.
- Ял сăн-сăпачĕ - пурнăç шайне кăтартса паракан тĕкĕр. Вырăнта тирпей-илем кĕртессипе мĕнле ĕçлетĕр;
- Ялсенче, унти урамсенче йĕрке тăвасси - йывăр ĕç. Кунта çынсен ăнланулăхĕ кирлĕ. Кил-çурт таврашĕнчи йĕркелĕх хамăршăн-çке. Килти тирпейсĕрлĕх вăл - унта пурăнакансен сăн-сăпачĕ. Кунта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хистесе тăни кирлĕ мар,пĕр-пĕринчен вăтанма пĕлмелле.
Ку тĕлĕшпе ялсем тăрăх çÿресе тĕрĕслев ирттерсех тăратпăр. Уттапăрĕнчи, Атнарти Хурамалăх урамĕнче тирпейсĕр пурăнни сисĕнет. Строительство ĕçĕсемпе аппаланакансем пирки каламастăп эпĕ, хăшĕсен çÿп-çап, вутă купи 15-20 çул йăванса выртать, пуçтаракан çук. Ун пеккисене акт çырса адмкомисси урлă явап тыттаратпăр. Саккун пуриншĕн те пĕрре, ăна кашнин пăхăнмалла.
- Ун пеккисене ятран асăнма пулать-и;
- Паллах, юрать. Акă, Атнарти Хурамалăх урамĕпе илсен, А.Н.Индейкин, Н.С.Васяткин, И.Савельев. Вĕсене кил-çурт умĕнче йĕрке тумалла тесе асăрхаттарнă, анчах çав-çавах пурнăçламаççĕ, ун пеккисенчен вара эпир çирĕп ыйтатпăр.
- Ватă çынсем пулсан вара;
- А.Н.Индейкин - ватă çын, анчах унăн ачисем пур. Хĕрĕ Çĕмĕрле районĕнче лесничествăна ертсе пырать. Енчен те вăл ашшĕ-амăшĕн килĕнче тирпейлеме пулăшмасть пулсан, унăн ĕçĕнче мĕнле йĕрке-ши;
Тата Трапай ялĕнчи В.Булаткин пек пулас марччĕ. Вăл килти çÿп-çапа шоссе хĕрне тухса тăкнине алăран ярса тытрăмăр, асăрхаттартăмăр.
- Хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕ вăйланса пынă çĕрте вырăнти депутатсен витĕмĕ кирлĕ. Вĕсен ĕçĕ курăнать-и;
- Депутатсене халăх шанса суйланă. Вĕсен вырăнта пурăнакансемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтермелле. А.Башкиров, Л.Волков, Г.Ванягина, Ю.Лаптев, П.Пашкуртов, В.Илларионов депутатсем пирки ыррине каламалла. Вĕсем хăйсен тăрăхĕнчи çынсемпе ĕçлеççĕ, унти пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ. Ыттисен вĕсенчен вĕренмелле.
- Александр Николаевич, эсир хăвăр тăрăхра пушарнăй депо уçасшăн. Çакăн çинчен тĕплĕнрен каласа памăр-ши;
- Пушарнăй машинисем кирлех. Мĕншĕн тесен районти ял хуçалăхĕсем те вĕсене тытса тăраймаççĕ е ку техника пачах çук. Ку енĕпе “Коминтерн” ЯХПК ертÿçине А.Б. Новикована тав сăмахĕ калас килет. Вăл пушарнăй депо туса хума пултарчĕ. Халĕ ял территорийĕнче 2 пушар машини. Эпир ял тăрăхĕ валли депо тума пуçларăмăр. Ĕçсем хĕрсе пыраççĕ. Альбина Борисовна пулăшнипех шыв илсе тăма Туканаш ялĕнче пĕве тасатса йĕрке турăмăр. Кунта В.Жигановăн тÿпи те пысăк.
- Малашлăх тĕллевĕсем çинче кăштах чарăнса тăрар.
- Июнь уйăхĕнче Шорово ял пуçĕнчи кĕпере юсаса çĕнетмелле, масарсем тавра карта тытса çавăрмалла, Туканашпа Трапай ялĕсенче çĕнĕ пĕвесем тума палăртрăмăр. Ĕçĕсем питĕ нумай, йывăрлăхĕсем те тупăнсах тăраççĕ. Халăх мана шанса суйланă, эппин, ĕçлемелле, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтермелле.
Автортан, Атнарти хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕпе паллашнă хыççăн çакна туйрăм, ял пуçлăхĕ çынсен пурнăçне татах та лайăхлатасшăн. Апла-тăк, А.Н.Кузнецовăн ĕçĕсемпе тĕллевĕсем ăнса пыччăр, утăмĕсем тĕреклĕрехĔ,çирĕпрех пулччăр.
Источник: "Пирěн пурнăç"