Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăх çитсен, алла туя тытсан

08 апреля 2006 г.

Акă, Атнарта вырнаçнă Ваттисен çуртне илер. Пурĕ 10 çын (7 хĕрарăм, 3 арçын) кунта çемье ăшшине туйса пурăнать. Вĕсен кашнин хăйне майлă шăпа, ăраскал. Ырă пурнăçран лекмен ĕнтĕ вĕсем кунта. Социаллă ĕçченсем вĕсен пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатас, çемье ăшшине парас тесе сахал мар тăрăшаççĕ: апатне кунне 3 хутчен çитереççĕ, тумтирне çуса тăхăнтартаççĕ, вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ...

Çак кунсенче эпĕ вĕсемпе кашнинпе тĕл пулса калаçрăм, кун-çулĕпе интереслентĕм. Ватă çын пĕчĕк ача пекех, теççĕ те. Чăнах та çапла. Ют çынна курсан именеççĕ, пулăшу ыйтнăн куçран тинкереççĕ, калаçу пуçарсан йăвашшăн калаçаççĕ. Кунта вĕсем пĕр çемьери пек пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, обществăлла ĕçсене активлă хутшăнаççĕ. Кану вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшаççĕ вĕ­сем. Хĕрарăмсенчен чылайăшĕ çыхма, çăм арлама юратать. Арçынсем йывăртарах ĕçсене пурнăçлаççĕ, пушă вăхăтра шашкăлла выляма юратаççĕ.

Кунта хÿтлĕх тупнă ватăсенчен чи асли Евдокия Леонтьевна Сятрайкина шутланать. Вăл 95 çулта. Хăлхи витĕрех марри пăшăрхантарать ăна. Анчах сывлăх енчен аптăрасах каймасть. Чи çамрăкки - А.З.Булатов. Вăл 50 çулта çеç-ха. Александр Захарович - Самар облаç çынни, района ăнсăртран лекнĕскер. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕскерне социаллă хутлĕх ĕçченĕсем Ваттисен çуртне вырнаçтарнă. Халĕ вăл кунта хăй çемйине тупнă пекех туять, ĕçлеме ÿркенмест. Акă, Матрена Никитична Лапаевапа калаçатпăр. Вăл II ушкăн инваличĕ, Серенкасси ялĕнчен килнĕ. Унтанпа 2 çул çитнĕ ĕнтĕ. Кунта ĕçлекенсем, пĕрле пурăнакансем ырă çынсем пулни пирки савăнса пĕлтерчĕ вăл.

Мария Тимофеевна Колбасова ывăлĕпе пĕр килте пурăнма йывăртан Ваттисен çуртне куçнă. Халĕ унăн çĕнĕ çемье, çĕнĕ тăвансем, тус-юлташсем. Ăна кунта килтинчен темиçе хут лайăхрах пулни пирки пĕлтерчĕ кинемей. Ватлăх çулĕсенче вăл çемье ăшшине тупни аван-ха. Анчах ывăлĕ хăйне чун панă амăшне килтен кăларса янине ăнланма йывăр-çке. Çулсем иртнĕçем килте амăшĕ ытлашши пулни чĕрене çурать.

Хĕрлĕ Чутайри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕнче тата кунти Ваттисен çуртĕнче тăрăшакансем (заведующийĕ Е.А.Степанова) ватăсене сахал мар тимлĕх уйăраççĕ: кану каçĕсем йĕркелеççĕ, çуралнă кун ячĕпе уяв туса параççĕ. «Пучах» ача-пăча садне çÿрекенсем тата Атнарти шкулта вĕренекенсем ватăсене концертсемпе тăтăшах савăнтараççĕ. Акă, А.В. Степанова социаллă ĕçчен çинчен те каламасăр иртме çук. Вăл кунта мĕн Ваттисен çурчĕ уçăлнăранпа тимлет, ватăсемшĕн тăрăшать. Хисеплеççĕ ăна кунта пурăнакансем, кăмăлĕ ырă, ватăсемпе çепĕç калаçать.

Килĕштерсе, пĕр çемьери пек, пурăнаççĕ. Хуçалăхри ĕçсене те пĕрле тăваççĕ. Вĕсене хăйсене валли пахча çимĕç туса илме çителĕклĕ çĕр уйăрса панă. Пĕри те алă усса лармасть. Врач амбулаторийĕ юнашар пулни те ватăсемшĕн лайăх, хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерсех тăраççĕ вĕсем.

Ырлăхĕ вара кунта пурăнакансемшĕн çителĕклех. Кун пеккине хăшĕ-пĕри тăван килĕнче те курман пулĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика