Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăмраллă ял

26 июля 2013 г.

«Хĕрлĕ Чутай – Çĕмĕрле» автобус Туканаш ялĕ патĕнче чарăнчĕ. Манăн çулташăм, Николай Данилов ÿнерçĕ, çав тери сăпайлă, калаçма юратакан çын пулчĕ. Ăна тăван ялĕн шăпи, унта пурăнакансен малашлăхĕ кăсăклантарать, шухăшлаттарать. Кунти илеме вара вăл пĕрре çеç мар шур пир çине куçарнă. Тăван тăрăх кашни çыншăнах хаклă. Паллах, пирĕн республикăра хитре вырăн сахал мар. Туканаш та вĕсен йышне кĕрет.

Ялăн тĕп урамĕнче асфальт çул. Çуртсенче газ çунать, клуб тата библиотека пур. Малтан кунта пуçламăш шкул пулнă, каярахпа ăна хупнă. Халĕ ачасем пĕлÿ илме Атнарти вăтам шкула çÿреççĕ. Вĕсене автобуспа турттараççĕ.

Йĕри-тавра вăрман. Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнчех Туканаш вăрманĕнче карап валли юман хатĕрленĕ. Юман тĕшмĕш йывăçĕ шутланнă. Ăна киремет валли те суйланă. Вĕсене халĕ çут çанталăк палăкĕ пек упраççĕ. Ӳсĕмĕ 300 çултан та ытларах. Кунтах – хурăнлăх, çăкалăх, ăвăслăх, шĕшкĕлĕх, кашкăр çырли вĕтлĕхĕсем. Ватă çынсем каланă тăрăх вăрманта мулкачпа тилĕ, кашкăрпа упа, хир сыснипе пăши пур. Тĕрлĕ кайăк сассипе пуян вăл.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Анатолий Данилов тăван ялĕ малашне те аталанасси çинчен ĕмĕтленет. Вăл хăйĕн проекчĕпе (çавăн пекех укçипе те) яла кĕнĕ çĕре пысăк саспаллисемпе вырăсла тата чăвашла «Туканаш» тесе çырнă хăмана вырнаçтарнă. Тепĕр енче вара – «Телейлĕ çул пултăр!»

Туканашра чăннипех те ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Маларах кунта хурт-хăмăр ĕрчетекен чылай пулнă. Хăшĕ-пĕри хăй утар тытнă. 2000 çулта районти «Çын тата çут çанталăк» музейре Данилов пуçарăвĕпе художество галерейи уçнă. Вăл унта хăйĕн чылай ÿкерчĕкне парнеленĕ. Сăмах май, Анатолий Васильевич район гербне те ăсталанă.

Хăй вăхăтĕнче ял-йыш хăмла та ÿстернĕ, пĕвесенче карп та çитĕнтернĕ. Тăван тавралăха аталантарас тесен мĕншĕн-ха иртнине каялла тавăрма май çук? Ялта хастар та ĕçчен çын пĕтмен-çке. Вĕсене ертсе пыракан пулсан хуçалăха ура çине тăратма пултараççех. Атнар ял тăрăхĕ (Туканаш унта кĕрет) юлашки вăхăтра аталанма, хитреленме пуçларĕ. Ун пирки хальхи вăхăтра лайăххине çеç илтме пулать. Ку енĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов та тăрăшать.

– Ял хуçалăх специалисчĕсене, тухтăрсем пек, миллион тенкĕ парсан ял çĕнелме тытăнĕ, урамсем каллех ача сассипе тулĕç. Каçхине вара унчченхи пекех купăс сасси янăрĕ, – тет Анатолий Данилов.

Ман шутпа, Туканашăн та çутă малашлăхĕ пурах.

Тавралăха, саманана улăштарса вăхăт малаллах шăвать. Айхал, Сăр юппи, вара унчченхи пекех пĕр юхăмпа юхать. Унăн шывĕ малтан Сăра, кайран Атăла юхса кĕрет. Ун çывăхĕнчи йăмрасем шавлă çилпе пăшăлтатса тăван тавралăх çинчен юрату гимнĕ юрланăн туйăнать.

 

Людмила КУТЬИНА.

Источник: "Хресчен сасси"

Первоисточник: http://smi21.ru/?mode=publication&path=search&search=%u0447%u0443%u0442%u0430%u0439&publication=1058453&p_date=26.07.2013&date=07.08.2013

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика