Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Район хаçатне ачаранпах юратса вулатăп»

29 января 2011 г.

Березовка ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Александрович Ярлов ачаранпах район хаçатне юратса вулать. Шăпа ăна Канаш хулине те çитернĕ, унта вăл ĕçлесе пурăннă. Халĕ Николай Александрович каллех тăван ялĕнче кун кунлать, Березовкăри вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра тимлет. Район хаçачĕн кашни кăларăмне чăтăмсăррăн кĕтет вăл. Çавăнпах пулĕ район хаçачĕн редакцийĕ çулсерен ирттерекен конкурссене сăнасах тăрать, май пур таран хутшăнма та тăрăшать. Акă хаçат страницисенче иртнĕ çул Вĕрентекен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ "Кивĕ сăн ÿкерчĕк" конкурса Н.А.Ярлов Трапайри тулли мар вăтам шкулта вĕренекенсене (1933-1934 вĕренÿ çулĕ) сăнлакан ÿкерчĕке тăратнă. Çулĕсене кура çак ÿкерчĕк "Чи кивĕ сăн ÿкерчĕк" номинацире çĕнтерчĕ. Çак кунсенче çĕнтерÿçĕ редакцин Хисеп грамотипе парнине тивĕçрĕ.

"Район хаçачĕн ячĕ темиçе хутчен те ылмашăнчĕ ĕнтĕ, паянхи кун та эпĕ ăна юратсах вулатăп, кашни статйине тишкеретĕп. Мана тĕрлĕ пĕлтерÿсемпе паллашма питĕ килĕшет, çавăн пекех район пурнăçне сăнлакан статьясем кăсăклантараççĕ", – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне хаçат тусĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика