Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атнарсем конкурса пĕтĕмлетнĕ

11 августа 2010 г.

Кăçалхи çул Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов çамрăк ăрушăн тăрăшса ача-пăча площадкисем ăсталас енĕпе "Ял тăрăхĕн чи лайăх ача-пăча площадки" конкурс ирттерме йышăнчĕ. Çамрăккисем те, ваттисем те çак ырă ĕçе хаваспах пикеннĕ. Ниме йăлипе ялсенчи урамсенче каçсерен пăчкă, мăлатук сасси янăраса тăнă. Кашни ялта ачасене выляма хăйне евĕрлĕ хитре те хăтлă вырăн ăсталама тăрăшнă. Тĕслĕхрен, Атнарти Тĕп урамра "Ачалăх тĕнчи" ят панă вырăнта килекенсене чăвашсен наци тумтирлĕ матрÿшке кĕтсе илет. Шкул çумĕнчи урамра ачасем валли лавкка пур. Пур çĕрте те тĕрлĕ катаччи, турниксем... вырнаçтарнă. Калас пулать, паянхи кун Атнар ял тăрăхĕн территорийĕнче 18 ача-пăча площадки шутланать, вĕсенчен 10-шĕнче строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ.

Кашни ача-пăча площадкин хăйĕн уйрăмлăхĕ. Комиссие пĕтĕмлетÿ тума çăмăл пулман. Харăсах икĕ номинацире – "Чи оригиналлă площадка" тата "Площадкăн чи лайăх дизайнĕ" – Атнарти Тĕп урамри ача-пăча площадки çĕнтернĕ. "Чи хăтлă площадка" ята Заречная (Чурак) урамри площадка тивĕçнĕ. "Чи илĕртÿллĕ площадка" – Атнарти шкул çумĕнчи урамра. "Чи тирпейлĕ площадка" – урикассисен.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика