Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăла-йĕркесене манăçа кăлармаççĕ

14 июля 2010 г.

Ял тăрăхĕсенче çулсерен çуллахи вăхăтра кашни ял уявне йĕркелесе ирттересси ырă йăлана кĕчĕ.

Пĕрле пухăнса савăннă

Июлĕн 12-мĕшĕнче яманкассисем ял кунне чаплă паллă тунă. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.И.Иванов та хутшăннă.

Кунта пурăнакансем уява хатĕрленсе нумай ĕç тунă: урамсене тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ, чи ватă çынсемпе калаçса ял историне пухса хатĕрленĕ, кунта çуралса ÿснĕ паллă та хисеплĕ çынсене йыхравланă, хăна-вĕрле валли тулли сĕтел янтланă, концертне те хатĕрленĕ.

Юрий Ивановича яманкассисем чăвашсен йăли-йĕркипе – çăкăр-тăварпа – кĕтсе илнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял çыннисем хĕрÿ ĕçре тăрăшма кăна мар, тивĕçлĕ канма та пултарнине ырланă, авалхи йăла-йĕркесене пăрахăçламаншăн тав тунă. Çавăн пекех Ю.И.Иванов ял уявĕ пĕр-пĕрне чылай вăхăт хушши курман юлташсемпе тата тăвансемпе тĕл пулма май паракан лайăх сăлтав пулнине палăртнă, малашне те туслă пурăнма чĕнсе каланă.

Палăртмалла, паянхи куна Яманкасси ялĕнче 104 хуçалăхра 197 çын пурăнать. Акă кăçал Трофим Ивановичпа Евдокия Александровна Ельцовсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă тунă. Çур ĕмĕр хушши юратупа шанчăклăх хуçаланакан çемьене Юрий Иванович Тав хучĕпе тата парнепе хавхалантарнă, малашне те кил ăшшине упраса пурăнма ырлăх-сывлăх суннă. З.Русскова, М.Ермакова юбилейĕсем ячĕпе, ялти чи ватă çын А.Майорова, ялти чи пĕчĕк гражданин Глеб Майоров парнеллĕ пулнă.

Ачасене парне – вылямалли площадка

Çак кунсенче Атнар ял тăрăхĕнчи Урикасси ялĕнче пурăнакансем те ял уявне чыслăн паллă турĕç.

Кăçал Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов территоринче "Çулталăкри чи лайăх ача-пăча площадки" конкурс ирттерме палăртрĕ. Ял çыннисем çакăнпа килĕшрĕç, ĕçе пикенчĕç. Урикассисем те ял варринче меллĕ вырăн тупса ача-пăча валли площадка тума тытăнчĕç. Хĕрÿ ĕçре ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачасем те тимлесе тăрăшрĕç. Кунта уйрăмах Степановсен, Куропаткинсен, Козловсен, Трифоновсен, Петровсен çемйисем тата ыттисем те ырми-канми ĕçлерĕç. Александр Николаевич ял çыннисене хавхалантарса, мĕн кирлипе тивĕçтерсе пычĕ. Çапла кĕске вăхăтра ача-пăча площадки çĕкленсе те ларчĕ.

Кĕтнĕ кун çитрĕ те. Июлĕн 11-мĕшĕнче урикассисем ял уявне пуçтарăнчĕç. Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов унта пурăнакансене, хăнасене , уйрăмах ача-пăчасене паллă пулăмпа, кану вырăнĕ уçăлнă ятпа, кăмăлтан саламларĕ.Паллах ăна тирпейлĕ пăхса тăрасси çинчен те аса илтерчĕ. Çынсем ял тăрăхĕн пуçлăхне тимлĕх уйăрнăшăн, канма условисем туса панăшăн чунтанах тав турĕç, ача-пăча концертпа савăнтарчĕ. Куракансем А.Петров, Д.Козлов, Н.Степанова, Н.Куропаткина, А.Куропаткина, В.Яковлева, А.Бахмисова, А.Степанов, О.Степанова, Н.Меркулов, А.Матвеев, И.Петров шăрантарнă юрăсене хапăлласа йышăнчĕç. Питĕркассинчи "Хăмăш" фольклор ушкăнĕ те хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕ.

Ялти Ю.Козловпа В.Степанов пухăннисем валли спорт вăййисем йĕркелерĕç: алă вăйне виçессипе, канат туртассипе тупăшрĕç, волейболла вылярĕç.

Мĕн каç сĕмĕ çапичченех халăх ял уявĕнче савăнчĕ, ача-пăча катаччи ярăнса киленчĕ.

Çапла, ял çыннисене савăнма, пĕр-пĕринпе курнăçса калаçма нумаях та кирлĕ мар, пĕрле кар тăрса ĕçлени çеç кирлĕ. Ял уявĕ туслăха çирĕплетет, пĕр-пĕрне хисеплеме, тирпейлĕхе вĕрентет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика